33 хĕрпе каччăн – ылтăн медальсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.07.2017, 10:30 Просмотров: 1050

Шкулта вĕренсе тухакансен хĕрÿ вăхăчĕн пĕрремĕш тапхăрĕ вĕçленчĕ. Патшалăхăн пĕтĕмлетÿллĕ аттестацийĕ витĕр тухса вĕсем халĕ аслă шкулсен студенчĕсем пулма талпăнаççĕ.

Çак кунсенче районти шкулсенче сывпуллашу каçĕсем иртрĕç. 33 хĕрпе каччăшăн вăл уйрăмах савăнăçлă иртрĕ, вĕсен аллинче – «За особые успехи в учении» ылтăн медальсем.

Хĕрлĕ хуплашкаллă аттестата илекенсем ытларах – Вăрнарти 1-мĕш шкула вĕренсе пĕтерекенсем, пĕтĕмпе 12-ĕн. Çавăн пекех ылтăн паллăна Вăрнарти 2-мĕш (10 ача), Санарпуçĕнчи (1), Аçăмçырминчи (2), Калининăри (3), Кульцаври (2), Кÿстÿмĕрти (1), Çĕрпелти (2) шкулсенчен тухакансем тивĕçнĕ.

2017 çулхи выпускниксенчен нумайăшĕ – пĕтĕмпе районĕпе шкулпа 162-ĕн сывпуллашрĕç – патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене ăнăçлă тытнă. Çавăн пекех чылайăшĕ шкул тапхăрĕнче тĕрлĕ конкурс-олимпиадăсенче, спорт ăмăртăвĕсенче палăрнă.

9-мĕш класран  вĕренсе тухнă 377 хĕрпе каччăран 39-шĕн – уйрăм тĕслĕхлĕ аттестатсем, чи нумаййи – 2-мĕш шкултан тухнисен – 18 çамрăкăн.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика