Хумхантаракан ыйтусемпе – черетлĕ калаçу

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.10.2019, 08:43 Просмотров: 251

Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Леонид Григорьевич Николаевпа йĕркелекен интервьюсене вулакансем ырласа йышăнчĕç. Хальхинче унпа ытларах çул-йĕр тавра калаçатпăр. Çавăн пекех ытти ыйтусене те хускататпăр.

– Пĕлетпĕр ĕнтĕ, нумаях пулмасть «Калинино–Шăхасан» çулăн район территорийĕнчи çула тĕплĕ юсава хупрĕç. Çынсем ку ĕçе мĕншĕн çуллахи вăхăтра пурнăçламаннипе кăсăкланаççĕ. Çакна вĕсем Вăрнара е Канаша çÿреме пысăк чăрмавсем сиксе тухнипе çыхăнтараççĕ. Çавăн пекех кĕркунне çумăрлă-пылчăклă çанталăкра асфальт хунăран ун ĕмĕрĕ каллех кĕске пулассинчен пăшăрханаççĕ.

– Республика пĕлтерĕшлĕ «Калинино–Шăхасан» автомобиль çулне тĕплĕ юсама «Чăвашупрдор» учреждени икĕ хутчен конкурс ирттерчĕ, анчах, шел те, вĕсене никам та хутшăнмарĕ. Виççĕмĕш хутĕнче ăна Тутарстан Республикинчи подрядчик выляса илчĕ, ĕçе пуçăнчĕ.

Хальхи вăхăтра унта ĕçсем хĕрÿ пыраççĕ. Уйкас Кипек, Кĕçĕн Кипек тата Мăн Турхан ял поселенийĕсенче пурăнакансемшĕн райцентра тата ытти ялсене çитме йывăрлăхсем тухса тăчĕç. Маларах ĕçсене çулла ирттерме палăртнăччĕ. Çавна май тавра çул йĕркелеме те кирлĕ марччĕ, кăна сметăна та кĕртмен. Халĕ çакă чăрмавсем кăларса тăратать те.

– Района кăçал çулсене юсама тата çĕнĕрен тума пысăк сумма уйăрнине каланăччĕ эсир. Вĕсене пĕтĕмĕшле тухăçлă ĕçе кĕртсе пĕтерĕç-и?

– Районăн çул-йĕр фончĕ 58 миллион тенкĕпе танлашать. Ку укçана автомобиль çулĕсене тĕплĕ юсама, юсама тата тытса тăма уйăрнă. Вăл шутран 31 миллион та 90,5 пин тенки район пĕлтерĕшлĕ, 23 миллион та 255,9 пин тенки ял поселенийĕсенчи çулсем валли. 4 миллиона яхăн тенки – нумай хваттерлĕ çуртсен кил картишĕсене юсама.

Октябрĕн 20-мĕшĕ тĕлне çул-йĕр фондĕнче палăртнă укçа-тенкĕн 46 процентне ĕçе кĕртнĕ. Анчах та ыйтусем те пур. ИП Прокопьев подрядчик аукционсене хутшăнса поселенисенче вырнаçнă тăхăр объекта выляса илнĕ. Вĕсенчен виççĕшĕнче ĕçе вĕçленĕ. Ытти çулсем тĕлĕшпе вара, укçа çукки çине ярса, вăл графике пăхăнасшăн мар. Поселенисен администрацийĕсен пуçлăхĕсем подрядчик патне претензисемпе тухнă. Тепĕр утăм – суда тавăç тăратасси.

2019 çулта Вăрнарти Ленин урамĕнчи 2-мĕш тата А.Иванов урамĕнчи 38-мĕш çуртсен картишĕсене тата вĕсем патне кĕмелли çулсене юсама палăртнине пурнăçланă.

– Пахалăхĕ пирки те сăмах пуçарас килет. Нумай çĕрте çĕнĕ çулсем тума извеçлĕ шур чул хунине курма пулать. Специалистсем ун чăтăмлăхĕ çав тери пĕчĕк пулнине палăртаççĕ. Вак чултан çул тăватпăр теççĕ пулсан, мĕншĕн унашкал материалпа усă курмаççĕ? Йÿнни йÿнеçтермест-и?

– Вăл е ку инерциллĕ материалпа усă курассине проектпа смета документацийĕнче палăртнă. Унта М-400 е М-1200 вак чул маркине кăтартнă пулсан, вĕсемпе усă кураççĕ те. Ку тĕслĕхре поселенисен бюджечĕсен укçа-тенкĕ ресурсĕ пĕчĕк пулнă пирки йÿнĕрех материалпа М-400 (извеçлĕ) чула сараççĕ.

– Вăрнарта тротуар ыйтăвĕ яланах çивĕч тăнă. Поселокра нумай çĕрте çук вĕсем. Уйрăмах Ашмаров урамĕпе çÿресси хăрушлăх кăларса тăратать. Маларах кунта Гагарин урамĕнчен пăрăнса кĕнĕ çĕрте машинăпа çÿреме юраманни пирки ятарлă паллă лартнăччĕ. Çынсене те çÿреме меллĕрехчĕ. Хаçатра сĕмсĕр водительсем пурпĕр унта кĕни çинчен çырнă хыççăн çак паллăна вуçех илсе пăрахрĕç. Тен, ăна тротуар тăвиччен вырăнне тавăрмалла?

– Вăрнарти Ашмаров урамĕпе тротуар пур, анчах та унтан çÿременнипе вăл курăкпа хупланнăран çынсем автомобиль çул айăккипе утма кăмăллаççĕ. «Въезд запрещен» текен çул-йĕр палли тăтăшах вандалсем аллинчен пăсăлнăран (çĕмĕрĕлет, чалăшать, çухалать) ăна илсе пăрахнă. Халĕ паллăна каялла вырнаçтарасшăн.

– Севернăй тăкăрлăкри 2-мĕшпе 3-мĕш çуртсен территорине кăçал хăтлăх кĕртрĕç. Анчах та 2-мĕш çурт умĕнчи лаптăка уйăрса хăварчĕç. Темиçе çул каяллах кунта ача-пăча площадки тума шантарнăччĕ. Çуллахи вăхăтра унта çумкурăк кăна ашкăрать, çитменнине ăна пĕрре те çулмаççĕ. Тен, ку лаптăка усăпа йĕркелемелле? Ача-пăча площадки мар пулсан, тен, хăть вак чул сарса парковка валли вырăн тумалла?

– Севернăй тăкăрлăкри 2-мĕш, 3-мĕш, 4-мĕш çуртсен картишĕнче ача-пăча площадки, спорт снарячĕсем тата архитектурăллă формăсем пур.

Çурт çывăхĕнчи территорири курăка çулас ыйтăва кунта пурăнакансен пĕрлехи пухăвĕнче йышăнаççĕ, палăртнă нормăсене тата тарифсене çирĕплетеççĕ.

– Ленин урамĕнчи 2-мĕш çуртăн кил хушшине кăçал асфальт сарса йĕркене кĕртрĕç, шыв тăрасран фундамент блоксем çумĕпе дренаж хурса хăварчĕç. Строительсен мастерĕ вăл 25 тонна таран йывăрăша чăтать тесе шантарчĕ. Анчах та çуртра пурăнакансем хăйсен машинисене лартса хăварнă пирки çÿп-çап турттаракан машинăн дренаж тăрăх кайма тивнĕрен унăн пĕр лаптăкĕ çĕмĕрĕлнĕ. Строительсен сăмахĕпе апла пулмалла мар пек. Çакă ĕçе пурнăçлакан организаци пахалăхшăн тăрăшманнине çирĕплетмест-и?

– Ленин урамĕнчи 2-мĕш тата Советски урамĕнчи 17-мĕш çуртсенче пурăнакансемпе управляющи компанийĕн тата Вăрнар хула поселенийĕн администрацийĕн представителĕсем хутшăнса ирттернĕ пĕрлехи пухăвĕнче çÿп-çап турттаракан машинăсене чăрмавсăр çÿретес пирки йышăну тунă. Çынсене харпăр-хăй автотранспорчĕпе çула пÿлмелле марри çинчен ăнлантарнă.

Подрядчика палăртнă адреспа дренаж системин пĕр пайĕ çĕмĕрĕлни çинчен пĕлтернĕ.

– Калинино тăрăхĕнче тата тавралли ялсенче пурăнакан ачасен ашшĕ-амăшне çакăн пек ыйту кăсăклантарать% Калининăра Вăрнарти искусствăсен шкулĕн тата спорт шкулĕн уйрăмĕсене уçма май çук-ши? Ятарласа пÿлĕмсем уйăрсан, профессионаллă педагог-тренерсем килсе çÿресен вырăнти, юнашар ялсенчи мĕнпур ачан хăйсен таланчĕ-пултарулăхне аталантарма, спортăн тĕрлĕ тĕсĕпе туслашма пысăк майсем пулĕччĕç...

– Калининăри вăтам шкулта 2010 çултанпах Вăрнарти ача-пăча ÿнер шкулĕн филиалĕ ĕçлет – кунти художество уйрăмне çулсерен 50 енне ача çÿрет. 2019 – 2020 вĕренÿ çулĕнче 57 ача вĕренет. Вĕсемпе пултаруллă педагог Ольга Александровна Храмова ĕçлет.

Кăçал пулас 1-мĕш класа каякан 27 ача валли хатĕрленÿ класне уçнă, ăна Ольга Ивановна Андреева ертсе пырать.

Çавăн пекех Калининăри вăтам шкул никĕсĕ çинче ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн «Рассвет» физкультурăпа спорт комплексĕн филиалĕ те йĕркеленнĕ. Иккĕмĕш çул ĕнтĕ кунта волейбол секцийĕ ĕçлет, вăл 25 ачана пĕрлештерет. Вĕренекенсен кăтартăвĕсем те аван, кăçалхи çуркунне команда район чемпионачĕн çурма финалне тухма пултарчĕ.

2018 çулччен шкулта çăмăл атлетика филиалĕ те пулнă. Ку секцине çÿрекенсем республикăри ăмăртусенче те пĕрре мар палăрнă. Ăна Александр Федорович Михайлов тренер-преподаватель ертсе пырать.

– Темиçе çул каялла Калининăра спорт академине уçнăччĕ. Анчах та темшĕн унăн спорт ĕçĕ пачах та курăнмасть. Тĕллевлех ĕçлет-ши вăл?

– Калинино салинче спорт академине туса хурас тĕллевлĕ çынсем чăнах та пулчĕç. Анчах та вĕсен ĕçĕ малалла каймарĕ. Ун хыççăн Калининăри професси училищин корпусĕсем пĕр çынран теприне куçрĕç. Хальхи вăхăтра ку корпусăн хуçи – Ю.П.Петров. Вăл туяннă пÿлĕмсене склад вырăнне усă курать.

– Ялта пурăнакансем час-часах çапла ыйтаççĕ: «Пĕтĕмĕшле практика врачĕсене çемье врачĕсем теççĕ. Анчах та мĕншĕн вĕсенче ачасене йышăнмаççĕ?»

– Ачасене медицинăпа санитарин пирвайхи пулăшăвне парассине йĕркелесси çинчен калакан положенин 12-мĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн кĕçĕннисене участокри врач-педиатрсем, врач-педиатрсем тата пĕтĕмĕшле практика врачĕсем йышăнма тивĕç.

Пĕтĕмĕшле практика врачĕ ачасене енчен те унăн «Педиатри» специалисчĕн сертификачĕ пулсан медицинăпа санитари пулăшăвне пама пултарать.

Вăрнар район тĕп больницин пĕтĕмĕшле практика врачĕсен ку сертификат çук, вĕсем аслисене кăна йышăнаççĕ. Ачасен сывлăхĕшĕн участокри сакăр врач-педиатр яваплă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика