Аслă Çĕнтерĕве халалласа иртĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.01.2020, 09:20 Просмотров: 1158

Раççей Шалти ĕçсен министерствин «Вур-нарский» пайĕ çумĕнчи Обществăлла канаш мĕн пуçарнăранпах пысăк хастарлăхпа ĕçлет.

Граждансемпе çыхăну тытассине аван йĕркеленĕ: иртнĕ çулта, акă, чылай çынна кăсăклантаракан ыйтусемпе йышăнса кирлĕ хуравсем панă. Тĕрлĕрен конкурссемпе тĕлпулусене те мĕн чухлĕ ирттермен пулĕ – патриотла воспитани тĕллевĕпе вĕсене уйрăмах ачасене пуренлĕ явăçтарнă.

Пĕлтĕрхи çак ĕç-хĕле пĕтĕмлетме Обществăлла канаш членĕсем ку çул пуçламăшĕнче район администрацийĕн залĕнче пухăннă. Пĕтĕмлетÿллĕ канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Денис Трофимов та хутшăннă.

«Вурнарский» пай çумĕнчи Обществăлла канаш иртнĕ çул мĕнле ĕçсем пурнăçланипе Юрий Никифоров председатель тĕплĕн паллаштарнă, вĕсен кăтартăвĕсене хакланă. Пухăннисем кăçалхи мероприятисем пирки те хĕрÿ калаçнă, хăйсем умне пысăк тĕллевсем лартнă. Çакă çĕршыври мĕнпур халăх кăçал пĕрлĕхлĕ сумлă датăна паллă тунипе те çыхăннă. Çавăнпа Обществăлла канаш йĕркелекен кашни мероприяти Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче туптанă Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулхи юбилейĕ ячĕпе иртĕ.

«Обществăлла канаш палăртнă ĕç планĕ чăнах та пуян та интереслĕ. Унта хутшăнма ытти обществăлла организацисене те йыхравлатпăр. Тĕп мероприятисем пирки калас-тăк, чи малтанах тăван халăхăмăрăн вăрçăри паттăрлăхне мухтаса литература тата сăнÿкерчĕксен конкурсне ирттересшĕн.

Тепĕр ырă шухăш-ĕмĕте те анлăн пурнăçа кĕртмеллех. Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулхи юбилейĕ тĕлне районта калăпăшлă авточупу йĕркелеме йышăнтăмăр. Унăн тĕллевĕсем хисеплĕ те сумлă: мĕнпур ялти вăрçă паттăрĕсен ячĕпе лартнă палăксем патне çитсе пуç таясшăн, чечексем хурасшăн», – пĕлтерчĕ малашлăх ĕçсем пирки «Вурнарский» пай çумĕнчи Обществăлла канаш ертÿçи Юрий Никифоров.

Обществăлла Канаш ирттерекен мероприятисемпе конкурссене Шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕн кунĕнче пĕтĕмлетме палăртнă.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика