Шыв асăрханулăх ыйтать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.07.2017, 00:00 Просмотров: 919

Çанталăк сулхăн пулсан та шыва кĕрекенсем тупăнаççĕ. Тĕрĕссипе, шыва кĕмелли тапхăр та пуçланман-ха. Анчах çулталăк пуçланнăранпа шыв-шур 8 çын пурнăçне татнă. Акă Куславкка районĕнче икĕ çын кимĕ çинчен пулă тытнă. Пĕри, 64 çулти, шыва ÿкнĕ те çăлăнайман. Çак тунтикун вара Элĕк районĕнчи 9 çулти арçын ача пĕвере путнă. Ишме пĕлменскер шывра чыхăнса кайнă. Çывăхра аслисем пулман.

Шывра хамăра мĕнле тытмалли пирки район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн пуçлăхĕ Федор ТИМОФЕЕВ каласа кăтартать:

– 2016 çулта Вăрнар районĕнче 6 çын путса вилнĕ.

Ачасене те шыв хĕрринче асăрхавсăр ан хăварăр.

Инкек курас мар тесен правилăсене çирĕп пăхăнмалла:

шыва ирхине е каçхине кĕрсен аванрах. Шыв температури 17–19 градусран сивĕрех пулмалла мар. 20 минутран ытла ишме юрамасть, ку вăхăта та тÿрех мар, 3–5 минутран ÿстерсе-хăнăхса пымалла. Шăниччен чăмпăлтатни шăнăр туртни, сывлама чарăнни, тăна çухатни патне илсе çитерме пултарать;

енчен те урана шăнăр туртсан пулăшу чĕнмелле, тарăннăн сывламалла, пите шыва чикмелле. Урасене хускатмалла, шăнăр туртни иртмесен чĕпĕтмелле. Урасене туйма пуçласан ишев стильне улăштармалла, çурăм çине çаврăнмалла, урана массаж тумалла, çыран хĕрнелле ишмелле;

хĕвел çинче нумай вăхăт пулнă хыççăн сулхăна куçмалла, унтан тин шыва кĕме юрать, мĕншĕн тесен ÿт тÿрех сивĕнни мышцăсене пĕрет, сывлава путлантарать;

ятарлă пляж пулмасан шыва кĕме хăйăрлă, чăнкă мар вырăна суйласа илмелле. Пĕлмен вырăнтан сикме юрамасть: пуçпа чул е ытти япала çине тăрăнма пултаратăр;

хăвăр вăя шанмасан аякка ишсе кайма юрамасть. Ывăнсан каялла таврăнмалла, канмалла. Шыв майăн ишмелле. Авăра лексен тарăннăн сывласа илсе чăммалла та хăвăрт аяккалла ишсе çиеле тухмалла;

автомобиль камерисемпе, вĕрсе хăпартнă матрацсемпе е теттесемпе аяккалла ишсе кайни те хăрушлăх кăларса тăратма пултарать.

Яланах асăрхануллă пулăр.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика