Тĕслĕхлĕ ĕçшĕн – хисеп

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.04.2020, 11:37 Просмотров: 264

Çĕнĕ коронавирус пандемине пула професси уявне анлăн паллă тумарĕç пулин те вырăнти хăйтытăмлăх органĕн ĕçченĕсем нумай çулхи тĕслĕхлĕ ĕçшĕн наградăсене алла илме пултарчĕç.

Ĕçри çитĕнÿсемшĕн Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине информатизаци секторĕн тĕп специалист-эксперчĕ Елена Анисимова, финанс пайĕн тĕп бухгалтерĕ – сектор заведующийĕ Татьяна Медведева, ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ Татьяна Филиппова тивĕçнĕ. Тавне – райадминистрацин тĕп бухгалтерĕ Владимир Васильев, экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Любовь Дмитриева. Чăваш Республикин муниципаллă пĕрлĕхсен Канашĕн Хисеп грамотине ятарлă программăсен пайĕн оперативлă дежурнăйĕ Юрий Андреев, ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Денис Константинов, экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Марина Трофимова илнĕ.

Çавăн пекех муниципаллă служащисен ĕçне район администрацийĕн грамотисемпе тата Тав çырăвĕсемпе хакланă.

Финанс пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Ольга Семенова, ЗАГС пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Марина Тихонова, ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Надежда Никифорова «Вăрнар районĕнчи чи лайăх муниципалă служащи» конкурс çĕнтерÿçисем пулса тăнă. Вĕсене дипломпа хавхалантарнă.

Халăха чи çывăх влаç представителĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев саламласа тăван тăрăх аталанăвĕшĕн малашне те пĕр тĕллевлĕн, чунтан ĕçлеме пысăк вăй-хăват суннă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика