Тухăçлă ĕç – ыранхи куншăн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.05.2020, 10:40 Просмотров: 247

Ĕнер районта ĕçлĕ визитпа Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пулчĕ.

Малтанах вăл Малтикас Ялтăрари выльăх-чĕрлĕх комплексне çитрĕ. Кăçал кунта 440 пуç ĕне пăрулаттаракан уйрăм çĕклесшĕн. Унчченхи çулсенчи пысăк калăпăшлă строительство ĕçĕсемпе хаклас пулсан ку объект та пур енĕпе çĕнĕ технологисен шайĕнче пулассине шанмалла.

Малтикас Ялтăрари сĕт-çу ферми Чăваш енре чи тĕслĕхлисенчен пĕри. Акционерлă обществăн генеральнăй директорĕ Николай Аливанов пĕлтернĕ тăрăх, кунта паянхи куна 4500 пуç мăйракаллă шултра выльăх тытаççĕ, вăл шутра сăвакан ĕнесем – 1800. Кăçал кĕтÿ 250 пуç ÿснĕ. Çулталăк пуçланнăранпа 800 пăру илнĕ. Кунсерен фермăран тирпейлекен предприятие 35 тонна паха сĕт ăсатаççĕ.

Выльăх-чĕрлĕх кунта хăтлă условисенче пурăнать. Кĕтĕве ушкăнсемпе ирĕклĕн тытаççĕ. Комплекса инженери сечĕсемпе, сооруженисемпе тата оборудованипе туллин тивĕçтернĕ. ,не-выльăха тытассине йăлтах автоматизациленĕ. Идентификациленĕ чипсем кашни ĕне, сăвăм çинчен мĕнпур даннăйсене пĕр çĕре пухма, кашни выльăх пирки йышăну тума май параççĕ.

Олег Николаев сăвăм залне, ĕне-выльăх самăртакан витесене, комбикорм цехне кĕрсе курчĕ, производствăна епле йĕркеленипе кăсăкланчĕ. Николай Аливанов гендиректор сăвăм, аш-какай туса илесси, выльăхсен ÿтхушаслăхĕ пысăкланнине, сăвакан ĕнесен шутне тата та хушассине пĕлтерчĕ. «/сĕм вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши;» – ыйтрĕ Олег Алексеевич. «Апат пахалăхĕнче», – пулчĕ хурав. Н.Аливанов выльăх-чĕрлĕхе нимĕнле хушăмсемсĕр, ытларах кукуруза силосĕпе тăрантарнине пĕлтерчĕ. Ун запасĕ чылай – тепĕр икĕ çула та çитет, терĕ вăл.

Агрохолдинг чылай çул ĕнтĕ кукурузăна ăнăçлă çитĕнтерет. Кăçал «уй-хир пики» валли 1700 га уйăрнă. Олег Николаев ку культурăна епле акнипе те кăсăкланчĕ. Комбинатăн Калинино сали çывăхĕнчи уйĕнче виçĕ агрегат ĕçлет. ,нерхи кун тĕлне ку культурăна 200 га ытларах акнă. Предприятире кукурузăна тĕшĕлĕх çитĕнтерес опыт пысăк.

Пĕтĕмĕшле кăçал кунта ака лаптăкĕ 7318 гектарпа танлашать, вăл шутра çуртрисем 4667 га. ,нерхи кун тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 2200 га акнă. Олег Николаев кĕрхи тулă уйне пысăк хак пачĕ. Калчасем лайăх хĕл каçнине, аван тĕмĕленнине ырларĕ.

Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан коллектив ĕçĕпе кăмăллă юлни сисĕнчĕ. Тĕлпулу вăхăтĕнче вăл çавăн пекех патшалăх программисемпе, вăл шутра ял ипотекипе те, тухăçлăрах усă курма чĕнсе каларĕ.

Объектсенчи ĕçлĕ тĕлпулусем çавăн пекех Чăваш ен ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, Чăваш ен Патшалăх Канашĕн комитет председателĕ Сергей Павлов, «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» агрохолдинг президенчĕ Юрий Попов хутшăннипе иртрĕç.

Тухăçлă ĕç – ыранхи куншăн. Асăннă предприятире çакна тимлĕхе тытса тăрăшаççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика