Çĕнĕлле мелпе çыхăнса калаçрĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.05.2020, 13:48 Просмотров: 548

Çĕнĕ коронавирус журналистсене те урăхла форматпа ĕçлеме хăнăхтарчĕ. Хамăрăн статьясен геройĕсемпе унчченхилле куçа-куçăн мар, ытларах телефонсем, Интернет урлă çыхăнма тивет.

Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевăн должноçе кĕнĕренпе 100 кун çитнĕ ятпа палăртнă пысăк пресс-конференцийĕ те видеоçыхăну мелĕпе йĕркеленчĕ. Масс-медиа представителĕсем икĕ сехете яхăн тăсăлнă дистанцилле тĕлпулу вăхăтĕнче унпа тĕрлĕ енлĕ ыйтусем тавра калаçрĕç.

Вĕсен пысăк пайĕ, паллах, пандеми условийĕсемпе çыхăнчĕ: бизнеса пулăшасси, чирсĕр пурнăçа тавăрасси, тăнăçлăха сыхласа хăварасси... Мĕнпур ача сачĕ хăçан уçăлĕ? «Шел те, хальлĕхе чăн сроксем пирки калама йывăр, мĕншĕн тесен лару-тăру пирки тĕрĕс прогноз параймастăн. Куратпăр, пĕтĕм тĕнчери институтсем хăйсен прогнозĕсене сценарие тивĕçтерменнине кура пăрахăçлаççĕ», – терĕ Олег Николаев.

Ун сăмахĕсемпе, хальлĕхе режима пĕрремĕш тапхăр йĕркипе кăна çемçетме май пур. Унпа килĕшÿллĕн социаллă дистанцие пăхăнса урамра физкультурăпа спорт занятийĕсене ирттерме, ачасемпе уçăлса çÿреме, суту-илÿ сферин объекчĕсене çын шутне кура ĕçлеме ирĕк панă, иккĕмĕшĕнче – пайăррăн вĕрентÿ организацийĕсене уçма, çемьепе уçăлса çÿреме.

Роспотребнадзор виççĕмĕш тапхăрпа парксемпе скверсене, çын шутне пăхмасăр суту-илÿ предприятийĕсене, мĕнпур вĕренÿ учрежденине, хăна çурчĕсемпе обществăлла апатлану предприятийĕсене уçтарĕ.

Пандемие пула кăçал çĕршывра çав тери сумлă мероприятисем, вăл шутра Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулхи юбилейĕ те, дистанцилле форма çине куçрĕç. Пирĕн республика та Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине анлăн паллă тума хатĕрленнĕччĕ. «Уяв пулать, анчах санитарипе эпидемиологи хăрушсăрлăхĕн нормисен йĕркипе, – пĕлтерчĕ пресс-конференцире Олег Алексеевич. – Мĕн май килет, ăна онлайн-режимпа ирттерĕпĕр. Май килменнине каярахри тапхăра куçарăпăр».

Юбилейлă датăпа творчество коллективĕсен ют çĕршывсене тата ытти регионсене тухмаллаччĕ. Культура çÿревне урăх вăхăта куçарма палăртнă.

Кăçал Республика кунĕпе çыхăннă уяв мероприятийĕсене Хĕрлĕ Чутай районĕнче те ирттерме кĕртнĕ. «Июнĕн 24-мĕшĕ пирĕншĕн, паллах, пĕлтерĕшлĕ дата, ăна эпир май пур форматсемпе тата сценарисемпе пурпĕр уявлăпăр. Анчах анлăн тата массăллăн – лару-тăру май парсан кăна. Вăл шутра Шупашкарта та, Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче те», – терĕ регион ертÿçи.

Журналистсене уйрăм хушма хуçалăхне тытакансене пулăшасси, ял ипотеки, суйлав, Г.Лебедев ячĕллĕ шкул-интернат шăпи, чăваш чĕлхи аталанăвĕ тата ытти те кăсăклантарчĕ. Ку енĕпе ыйту пулнăран Олег Николаев электронлă тата пичет изданийĕсен ĕçченĕсене коррупципе пĕрле кĕрешме чĕнсе каларĕ.

Регион аталанăвĕ уççăнлăх, тĕрĕслĕх принципĕсем çинче никĕсленмелле, терĕ вăл. Çакă, паллах, эффективлă йышăнусем тума, пурнăçланакан мероприятисене витĕр курма май парĕ.

Çĕнĕ формата пула пур журналист та хăйсене хумхантаракан ыйту çине хурав илеймерĕ, анчах та вĕсем Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев республикăшăн чунтан куляннине туйса илчĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика