Илеме куçпа курса хакларĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.11.2017, 11:10 Просмотров: 525

Халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче районти тĕп библиотекăра анлă мероприяти – «Искусство каçĕ» иртрĕ. Библиотекарьсем çак каçа интереслĕ тума тăрăшрĕç.

Фойере икĕ курав йĕркеленĕ, «Хамăр алăпа ăсталатпăр» тата «Тĕнче илемĕнче» ятсем панă вĕсене. Тĕллевĕ вара пĕрре – вырăс тата чăваш культурин йăли-йĕркине упраса хăварасси, çавăн пекех ăна аталантарасси. Курава районти çирĕм ал ĕç ăсти хăйсен ĕçĕсене тăратнă. Кашни хăйнеевĕрлĕхпе уйрăлса тăрать, пурте хăйсен патне илемлĕхпе туртаççĕ.

Акцие пултарулăх мастерскойĕ йĕркеленипе уçрĕç. В.Кудряшов педагог тĕслĕ сăрăпа ÿкерессипе мастер-класс ирттерчĕ. Вăрнарти ял хуçалăх теникумĕнче вĕренекенсем çын сăнне ÿкерме вĕренчĕç. Ачасене ÿкерчĕк тăвассипе çыхăннă ĕç юхăмĕ питĕ килĕшрĕ.

Л.Кадыкова библиотекарь пухăннисене литература çулçÿревне илсе тухрĕ. Вăл районтан тухнă паллă çынсен пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Калаçу вăхăтĕнче слайдсемпе усă курчĕ.

Л.Романова вара «Эпĕ – Раççей гражданинĕ» ятпа калаçу ирттерчĕ. Халăх пĕрлĕхĕн кунне хăçан уявлама пуçланине, унăн пĕлтерĕшĕ çинче чарăнса тăчĕ, Раççей историйĕн мухтавлă страницисене аса илчĕ. «Халăх пĕрлĕхĕнче – Раççей пуласлăхĕ» кĕнеке куравĕпе паллаштарчĕ.

«Искусство каçĕнче» тепĕр икĕ мастер-класс та пулчĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентÿ ĕçченĕ Зоя Кузнецова кивĕ хаçат хутĕнчен мĕнле япаласем ăсталама май пуррине кăтартса пачĕ. Хăйĕн опытне ыттисене пама та хирĕç мар.

С.Васильева ал ĕç ăсти те курава хăйĕн япалисене тăратнă.

Халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче Чăрăшкас Хирлеп культура çуртĕнче уяв концерчĕ иртрĕ.

Малтанах «Калинка» ача-пăча театр студине çÿрекенсем «Пулă тытакан кушак» юмахпа сцена çине тухрĕç. Хыççăн Наталья Яковлева уяв пĕлтерĕшĕ пирки тĕплĕн каласа пачĕ. Программăна пултарулăх ушкăнĕсен номерĕсем тăсрĕç.

Малтикас Ялтăра ял клубĕнче вара «Эпир – пĕрле» ятпа хаваслă мероприяти пулчĕ. Клуб заведующийĕ Н.Куракова тĕрлĕ спорт вăййисем ирттерчĕ. Е.Германова библиотекарь «Пĕрлĕхре пирĕн вăй» ятпа калаçу йĕркелерĕ.

Юрий КОРНИЛОВ.   

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика