Çула çитменнисем тимлĕхрех

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.08.2020, 14:22 Просмотров: 233

Çула çитменнисем тÿрĕ çултан пăрăнассине асăрхаттарасси, йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасене пулăшасси тимлĕхрен тухмасть. Çак тĕллевпех республикăра çулсеренех «Çула çитмен ача» операци иртет.

Кăçал вăл икĕ тапхăрпа – июлĕн 27–31-мĕшĕсенче тата августăн 3–6-мĕшĕсенче – пычĕ. Полицин районти «Вурнарский» пайĕ çумĕнче оперативлă профилактика мероприятийĕсене ирттерессипе ĕç ушкăнне йĕркеленĕ, ĕç планне çирĕплетнĕ.

Полици сотрудникĕсем профилактика субъекчĕсен представителĕсемпе пĕрле учетра тăракан 21 çамрăка, ăнăçсăр 29 ашшĕ-амăшне тата теветкеллĕх ушкăнри 6 çемьене тĕрĕсленĕ.

Пĕлетпĕр ĕнтĕ, çула çитменнисен каçхине палăртнă вăхăт хыççăн аслисемсĕр урамра çÿреме юрамасть. Операци вăхăтĕнчи çĕрлехи рейд, акă, ку ÿсĕмри ултă ачана обществăлла вырăнта тытса чарнă. Мерăсем йышăнма район администрацийĕн çула çитменнисемпе ĕçлекен комиссие пĕлтернĕ.

Асăрхавсăр çÿрекен, çапкаланчăк тата ыйткалакан сĕмĕллĕ ачасене тупса палăртас тĕллевпе вокзалсене, ача-пăча площадкисене, хуçасăр хуралтăсемпе çуртсене, суту-илÿ точкисене, кану вырăнĕсене тимлĕхрех тытнă, тĕрĕслевсем ирттернĕ. Райадминистрацин КДН секторне информацилле 13 çыру тăратнă.

«Çула çитмен çамрăк» оперативлă профилактика мероприятийĕсем вăхăтĕнче административлă право йĕркине пăснă тĕслĕхсене тупса палăртнă. 7-шĕ – ашшĕ-амăшĕ е саккунлă представительсем ывăл-хĕрне тивĕçлĕ пăхманнипе, 2-шĕ – уйрăм территорисенче, çуртсенче тата объектсенче табак туртма юраманни çинчен калакан федераллă саккуна пăснипе, пĕри – обществăлла вырăнта ÿсĕр çÿренипе, 2-шĕ хĕненипе çыхăннă. Ку ĕçсене район администрацийĕн çула çитменнисемпе тимлекен комиссийĕ пăхса тухĕ.

Оперативлă профилактика мероприятийĕсен усси пысăк, вĕсем çула çитменнисене преступлени çулĕ çине тăрассинчен асăрхаттараççĕ, вĕсен саккунлă прависене хÿтĕлеме пулăшаççĕ.

Эльвира ТАТАРОВА,

полицин «Вурнарский» пайĕн çула çитменнисен ĕçĕсемпе тимлекен

аслă инспекторĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика