Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вула!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.08.2020, 14:23 Просмотров: 293

Анаткас Хапăсра çуралса ÿснĕ, Вăрнар поселокĕнче пурăнакан Гордей Николаевич Никитин – район хаçачĕн çывăх тусĕ. «Çĕнтерÿ çулĕпе» çур ĕмĕр ытла çыхăну тытать.

– Тепĕр тесен хаçата «Социализм çулĕпе» ятпа тухнă чухнех тĕпĕ-йĕрĕпе вулаттăм,– пĕлтерчĕ Гордей Николаевич. – Паянхи кун та вăл маншăн кĕтнĕ хăна.

Гордей Николаевич тăван хаçата вуласа ăс-тăнне çивĕчлетет, тавракурăмне аталантарать. Районта пулса иртекен хыпар-хăнарпа таччăнрах паллашать. Вăл çивĕч ыйтусене хускатнă, пурнăç чăнлăхне уçса панă статьясене вулама кăмăллать, çавăн пекех пултаруллă, ĕçчен ентешĕсем пирки çырнă очерксемпе те, çĕнĕ авторсен хайлавĕсемпе те кăсăкланать.

– Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вула! – çирĕплетрĕ Гордей Николаевич. – Район хыпарçипе малалла та туслă пуласчĕ.

Гордей Никитин – финанс енĕпе аслă пĕлÿ илнĕ çын. Вăл поселокри тĕрлĕ учреждени-организацире вăй хунă, çав шутра район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕнче те тăрăшнă. Коллективра яланах чыс-сумра пулнă. Хастар та мал ĕмĕтлĕ, ĕçе юратнипе палăрса тăнă. Юратнă профессире пурнăç тĕллевне тупнă. Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ – 42 çул.

Сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнать. Çитмĕл теçеткене хыçала хăварнă пулсан та хăйĕн çулĕсенчен чылай çамрăкрах курăнать.

Гордей Николаевич тивĕçлĕ канура, анчах та унăн ал усса ларма вăхăт çук. Ĕç ветеранĕ тăван ялне тăтăшах çÿрет, пахча-анкартире тăрăшать. Чăх-чĕп, кăвакалсем ĕрчетет. Хаçат тусне кил хуçалăхне аталантарма мăшăрĕ тата ачисемпе мăнукĕсем те пулăшаççĕ.

Никитинсем кăçал, пуш уйăхĕнче, çемье чăмăртанăранпа 50 çул çитнине паллă тунă. Гордей Николаевич çирĕплетнĕ тăрăх, савнă çынпа пĕрле ĕмĕр ĕмĕрленине нимĕн те çитмест. Юратупа килĕшÿ хуçаланнине кура çамрăк ăру та çемье хаклăхĕсене ăша хывма вĕренет.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика