Святогор спортра маттур

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.08.2020, 10:49 Просмотров: 291

Кашни ача мĕн енчен те пулин палăрма пултарать. Шăхаль ялĕнче пурăнакан, Калининăри вăтам шкулта вĕренекен 14 çулти Святогор Петров спортра пысăк утăмсем тăвать. Çамрăк биатлонист ăсталăха Чăваш енпе кÿршĕллĕ республикăра туптать.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тытăниччен ашшĕпе амăшĕ ăна Мордовин тĕп хулине – Саранска – сбора леçнĕ.

– Çак регионта биатлона аталантарассине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çавăнпа та Святогор спортăн ку тĕсĕнче ытларах пиçĕхтĕр тесе тăрăшатпăр. Мордовири йĕлтĕрпе биатлон центрне çитме – 550 çухрăм енне. Çулĕ вăрăм. Ывăлăн тренировкăсене каймалла чух машина рульне мăшăрпа иксĕмĕр пĕр-пĕринпе черетлесе тытатпăр, – пĕлтерчĕ амăшĕ Ирина Михайловна.

Ывăлĕн ÿсĕм-çитĕнĕвĕ пултăр тесе Петровсем йывăрлăхсем умĕнче пуç усмаççĕ, тĕллев патнелле талпăнаççĕ. «Ачасен телейĕ – хамăр алăра» тенине аван ăнланаççĕ. Паллах, тăрăшнин усси пур. Пĕлтĕр авăн уйăхĕнче   Мордовире çуллахи биатлон енĕпе 2005–2006 çулсенче çуралнă яшсем хушшинче республика ăмăртăвĕ иртнĕ, 3 км чупса Святогор Петров пĕрремĕш вырăна тухнă. Чăваш енри çамрăк спортсменран Саранск хулинчи тележурналистсем интервью та илнĕ.

– Призерсен шутне питĕ лекес килчĕ те ĕмĕтленни пурнăçа кĕчĕ, – хаваслăн пĕлтернĕ Святогор репортерсене.

Кăçал нарăс уйăхĕнче вăл Мордовире иртнĕ республика ăмăртăвĕнче пьедесталăн иккĕмĕш картлашки çине хăпарма тивĕçнĕ. Палăртма кăмăллă, Святогор Петров биатлон енĕпе Мордови Республикин пĕрлештернĕ командине кĕнĕ май, Смоленскра иртнĕ Раççей чемпионатне пĕлтĕр кĕркунне тата кăçал хĕлле хутшăннă. Ушкăнпа пиллĕкмĕш тата çиччĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. Ку вăл лайăх çитĕнÿ, мĕншĕн тесен ăмăртăва Раççейĕн мĕнпур регионĕнчен килнĕ. Шăхаль çамрăкĕ пирĕнпе кÿршĕллĕ республикăра ăсталăха   аслă категориллĕ тренер Геннадий Шунихин патĕнче туптать.

2019–2020 çулсенчи спорт сезонне пĕтĕмлетнĕ, Святогор Петров хăй ÿсĕмĕнчи çамрăксем хушшинче биатлон   енĕпе республика рейтингĕн бронза призерĕ пулса тăнă. Чăваш ачи маттурах вара. Унăн Мордовири олимп резервĕсен спорт шкулĕн грамотисем темиçе те пур.

Калининăри шкулта пĕлÿ пухнă чух та хастар вăл. Вăр-варскер уроксем хыççăн Вăрнар районĕнчи ачасемпе çамрăксен «Рассвет» спорт шкулне те эрнере тăватă хутчен çÿреме ĕлкĕрет. «Аттене тав, вăл мана занятисене вăхăтра илсе çитерме тăрăшать», – тет Святогор. Унăн тепĕр тренерĕ – Чăваш Республикин   физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Юрий Тикинев. Вăл хăйĕн ĕçĕнче чăн-чăн профессионал пулнăран Святогора йĕлтĕрпе ярăнас техникăна   алла илме пулăшать. Çамрăк спортсмен Чăваш Республики шайĕнчи ăмăртусене те хутшăнать.

Святогор Петров çитĕнÿ тунинче амăшĕн тÿпи те пур. Ирина Петрова, Аçăмçырминчи шкулта физкультура урокĕсене вĕрентекенскер, ачисене пĕчĕкренех: «Сывлăхлă пулас тесен спортпа туслашмалла», – тесе ăс панă. Хĕрне, унтан ывăлне йĕлтĕр çине тăратнă. /т-пĕве пиçĕхтерме, кăмăл çирĕплĕхне туптама, тÿсĕмлĕх çитерме вĕрентнĕ. Хастар хĕрарăмăн мăшăрĕ те, шалти ĕçсен районти пайĕнче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнă Сергей Петров, спортăн çывăх тусĕ. Шăхальти маттур çемье район чысне ăмăртусенче сахал мар хÿтĕленĕ.

Святогорăн аппăшĕ пурнăç çулĕ çине тăнă. Анастасия Сергеевна район тĕп больницинче стоматологра вăй хурать. Коллективра хисепре. Час-часах тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнса больница чысне хÿтĕлет.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика