Пур енĕпе те ÿсмелле!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.08.2020, 10:51 Просмотров: 307

Ытларикун Вăрнар тăрăхĕнче Чăваш Республикин культурăпа национальноç-сен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Роза Лизакова пулчĕ. Чи малтанах вăл район ертÿлĕхĕпе тĕлпулу ирттерчĕ, культура тытăмĕнчи пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сÿтсе яврĕ.

Министрпа пĕрле культура ĕçченĕсен республикăри профсоюз комитечĕн пуçлăхĕ Светлана Демидова, Чăваш наци музейĕн пуçлăхĕ Ирина Меньшикова, Шупашкарти пĕрлештернĕ библиотекăсен пуçлăхĕ Светлана Алексеева, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Августа Уляндина та çитнĕ.

Министр культура объекчĕсене çитсе курчĕ. Чи малтанах Пăртасра клуб строительствипе паллашрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе Денис Трофимовпа, культура пайĕн пуçлăхĕпе Ирина Алексеевапа ăна оборудованипе тивĕçтерес ыйтăва сÿтсе яврĕ.

Пĕтĕмĕшле объектри ĕçсем графикпа пурнăçланса пыраççĕ. Подряд ертÿçи ĕç калăпăшĕпе паллаштарчĕ. Хальхи вăхăтра электрощит тата котельнăй пÿлĕмĕсем хăпарнă ĕнтĕ. Клуб çуртĕнче ял библиотеки те вырнаçĕ. Вăл чăн-чăн культура вучахĕ пуласси иккĕлентермест. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Петров палăртнă тăрăх, Пăртасра çамрăк çемьесем капмар пÿртсем çĕклеççĕ, вĕсем ялтах пурăнас тĕллевлĕ. Ача-пăча çуралсан, çамрăксем пурăнсан ял пĕтес çук.

Хыççăн çул Вăрнарти ача-пăча ÿнер шкулне выртрĕ. Кунти лару-тăрупа шкул директорĕ Татьяна Ильина паллаштарчĕ. Юлашки çулсенче ача-пăчана илемлĕх тĕнчипе туслаштаракан çуртăн сăн-сăпачĕ палăрмаллах улшăнчĕ. Ку шалти тата тулаш енчен юсав ĕçĕсем ирттернипе, пурлăхпа техника базине пуянлатнипе те çыхăннă. Татьяна Васильевна каланă тăрăх, ачасене вĕренме, педагогсене ĕçлеме тивĕçлĕ условисем туса пани пĕлтерĕшлĕ. Акă, хореографи урокĕсем ирттермелли пÿлĕмре халĕ питĕ çутă, илемлĕ, урайне çемçе чăрăш хăмипе сарнă. Шкул ытти кирлĕ оборудованипе, вĕрентÿ пособийĕсемпе самаях пуянланнă. Пĕр ыйту çеç çивĕч тăрать паянхи кун – вĕрентекенсем çителĕксĕр пулни. Шел пулин те, çамрăк педагогсем искусство шкулне ĕçлеме килесшĕнех мар, вĕсенчен ытларахăшĕ хулара тĕпленет е урăх профессипе тимлет.

Министр искусство шкулĕнчи ырă улшăнусене ырласа йышăнчĕ. Августа Уляндина эстрада артисчĕ, хăй культура институтĕчне ĕçленĕ май, кадрсем енĕпе пулăшасса шантарчĕ, Вăрнар ачисем юрлас-ташлас енĕпе яланах çÿллĕ шайра пулнине палăртрĕ.

Роза Лизакова районти культура çуртне те çитрĕ. Чăваш Автономийĕ 100 çул тултарнă тĕле ăна тĕпрен юсаса çĕнетрĕç. Çурта кĕрсенех çутă та анлă фойене лекетĕн. Кунтах кинозал вырнаçнă. Вăрнарсем пушă вăхăта усăллă та кăмăллă иртерччĕр тесех пурнăçланă çак ĕçсене. Иккĕмĕш хутра та кашни пÿлĕме юсаса илем кĕртнĕ. Светлана Журавлева директор культура çуртĕнче ырă улшăнусем пулнишĕн чунтан савăнать. Районти культура вучахĕ çавăн пек пулмалла та ĕнтĕ.

Министр культура тытăмĕнче тимлекенсемпе анлă канашлу ирттерчĕ. Чи малтанах республикăн тĕп докуменчĕпе – пилĕк çуллăха йышăннă Комплекслă программăпа паллаштарчĕ, культурăпа искусство аталанăвĕн тĕп çул-йĕрне палăртрĕ. Унăн шучĕпе, профессионаллă искусствăна аталантарассине тĕпе хумалла, масштаблă проектсем çуралмалла, тытăмра вăй хуракансен хăйсен ĕçне профессионал шайĕнче пурнăçламалла. Спектакль, концерт йĕркелеме ăсталăх çитмест пулсан ятарлă вĕренÿ учрежденийĕсенче пĕлÿ илмеллине палăртрĕ. Пур енĕпе те ÿсмелле, терĕ вăл.

Роза Лизакова çавăн пекех пĕлтерĕшлĕ ĕçсен шутĕнче культура учрежденийĕсен пурлăх шайне çирĕплетессине, ĕç укçине ÿстерессине, культура тытăмне аталантарма бизнеса явăçтармаллине асăнчĕ. Мĕнпур проект пурнăçа кĕрессе шаннине пĕлтерчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Денис Трофимов районăн Комплекслă аталану программине кĕнĕ проектсемпе паллаштарчĕ.

Канашлура культура тытăмĕнче вăй хуракан ĕçченсене чысларĕç. Чăваш Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине Чăрăшкас Хирлепри тата Уйкас Кипекри клуб заведующийĕсем Ольга Ефремова тата Лидия Михайлова, Вăрнарти искусство шкулĕн преподавателĕ Зоя Табакова тивĕçрĕç. Тав хутне – ÿнер шкулĕн педагогĕ Наталья Валерианова.

Чăваш Республикин Культура министерствин Хисеп грамотипе Çĕньял Хапăсри Светлана Антонова библиотекаре, Уравăшри клуб заведующине Вероника Илларионована, Кÿстÿмĕрти библиотекăн библиотекарьне Светлана Комиссарована чысларĕç. Тавне Малти Ишекри Надежда Ефимова библиотекарь тивĕçрĕ.

Елена АНИСИМОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика