Пулăшма тытăннă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.08.2020, 10:51 Просмотров: 286

Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканОлег Николаевăн виçĕ е ытларах ачаллă çемьесене пулăшасси çинчен калакан Указĕпе килĕшÿллĕн сахал тупăшлă çемьесенчи ачасене шкула кайма республика бюджетĕнчен укçа уйăрма тытăннă.

Вăрнар районĕнче 5 пиншер тенке ĕнерхи кун тĕлне 28 çемьене пĕтĕмпе 265 пин тенкĕлĕх панă. Вĕсенче шкул çулĕсенчи 53 ача çитĕнет.

Халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен районти пай пуçлăхĕ Ирина Смолина пĕлтернĕ тăрăх, пĕр хутчен паракан пособие илме ку категорие кĕрекенсенчен заявление малалла йышăнаççĕ.

Маларах сахал тупăшлă çемьесенчи ачасене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленме пулăшасси пирки те çырнăччĕ.

Вăрнар районĕнче «Шкула пуçтарăнма пулăш» акци йĕркипе ку категорие кĕрекен çемьесене, çавăн пекех çула çитменнисен профилактика учетĕнче тăракансене рюкзаксемпе тивĕçтерме тытăннă. Район администрацийĕн çула çитменнисемпе ĕçлекен секторĕн заведующийĕ Мария Кроткова тата полицин «Вурнарский» пайĕн инспекторĕ Эльвира Татарова çак ушкăна кĕнĕ кашни ача патне, пĕтĕмпе вĕсем 66, çитеççĕ. Парнесене кÿнипе пĕрлех йĕркелĕхе мала хумалли пирки те аса илтереççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика