Ĕçне кура хисепĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.08.2020, 17:02 Просмотров: 392

Кайăк хитре тĕкĕпе, этем ырă ĕçĕпе, тенĕ ваттисем. Чăнах та, ĕç пулмасан çын хăйĕн пурнăçне мĕнле ирттернĕ пулĕччĕ-ши; Калама йывăр. Мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхатăн та ватăлса виличченех вăл алран каймасть. Акă, Тимĕрçкассинче пурăнакан Мария Георгиевна Савельева та çавăн пекех. Пур ĕçе те тÿрĕ кăмăлпа, вĕçне çитиччен пурнăçлама тăрăшать. Çакă пĕтĕмпех мĕн пĕчĕкрен ĕçлеме хăнăхнинчен килет.

Маруçăн йăхĕ те тăрăшулăхпа палăрса тăнă. Патша вăхăтĕнче вĕсен çирĕп хуçалăх шутланнă. Çемьере арçынсем нумайран çĕр лаптăкĕ пысăк пулнă. «Ятак» çĕр çинче акса туса илме май пулнă, пурте ир пуçласа каçчен тăрăшнă. Ĕне, лаша тытнă. Ялта çавăн пек çемьесем тăваттă пулнă. Вĕсен хуçалăхĕсем вăтам шутланнă. Ĕçлеме ют çынсене илмен, хăйсемех ĕлкĕрсе пынă. Вăхăтра акнă, вăхăтра пуçтарса кĕртнĕ.

Тимĕрçкасси ялĕнче çичĕ пĕртăванран Георгий анчах юлнă, ыттисем тĕрлĕ çĕре кайса тĕпленнĕ. 1953 çулта Георгий Семенов Вăрман Кипек хĕрĕпе Антонина Тимофеевăпа çемье çавăрнă. Тепĕр икĕ çултан чÿк уйăхĕнче хĕрпĕрчи çуралнă, ăна Маруç ят панă. Ашшĕ-амăшĕн кун-çулĕ вăрăм пулман. Ĕмĕр пĕр тикĕс килмест çав. Ашшĕ 72 çул тултарсан çĕре кĕнĕ. Амăшĕ хĕрĕ çирĕм çулта чухне чирлесе вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайнă. Çемьере тăватă ача юлнă. Мария асли пулнă пирки пĕтĕм ĕç ун аллине куçнă. Сакăр класс пĕтерсенех колхоз ферминче ĕне сума пуçланă. Шăллĕсене апат-çимĕç çитерсе тата тумлантарса шкула ямалла пулнă. Тимĕрçкассинчи ĕнесене Туçи Çармăса куçарса кайсан пăру пăхма пуçланă. 2006 çулчченех, колхоз хăйĕн ĕçне пĕтеричченех, 40–50 пуç таран пăру пăхса пурăннă. Колхоз салансан кил хуçалăхĕнче ĕçлеме пуçланă.

1977 çулта Геннадий Савельевпа çемье çавăрнă. Упăшки тракторпа тăрăшнă, ăçта ĕçлеме янă – унта кайнă. Техникăна лайăх пĕлнĕ, çавăнпа та трактор çĕмрĕк тесе ĕçе тухмасăр тăман. Мария Георгиевна та çавăн пекех пулнă, ĕне суса тата пăру пăхса, хăйĕн тивĕçне лайăх пурнăçласа ят-сум çĕнсе илнĕ. Лайăх ĕçленине кура ăна колхозри парти организацийĕн ретне илнĕ.

Анчах та 2006 çулта упăшки сарăмсăр вилнĕ. Килте пĕччен пулсан та алă усса ларман, выльăх-чĕрлĕх сахал мар усранă% ĕне, сурăхсем, сысна, кайăк-кĕшĕк тытнă. Халĕ Мария Савельева çуралнă килĕнче Виталий шăллĕ пурăнать. Вăл ĕне выльăх нумай усрать. Сĕтне патшалăха парса тупăш тăвать.

Мария Савельева тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те та вăр-вар% хальхи вăхăтра килте выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк йышлă усрать, ахаль лармасть. Çĕрулми, купăста, хăяр, сухан, помидор тата ытти çимĕçсем лартса туса илет. Холодильник туллиех ĕçмели-çимелли. Çынсем пулăшу ыйтсан та ÿркенсе тăмасть.

– Патшалăх пенси парать, укçа-тенкĕ пурăнма çитет, малалла та çакăн пекех сывлăхлă пулсан пурăнатпăр, – тет 65 урлă каçнă Мария Георгиевна.

В.Иванов.

Тимĕрçкасси.    

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика