Пĕрле ĕçлеме чĕнет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.08.2020, 17:03 Просмотров: 343

Чăваш халăх çыравçи, Чăвашсен обще-ствăпа культура центрĕн ертÿçи, Чăваш Республикин Писательсен союзĕн правленийĕн председателĕ М.Н. Юхма Чăваш Республикин 2025 çулчченхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн Комплекслă программине хаклани

Олег Алексеевич Николаев нумаях пулмасть Чăваш обществăпа культура центрĕнче пулчĕ. Эпир Чăваш Республикин Писательсен союзĕпе пĕрле кăларнă кĕнекесене хăй вĕренсе тухнă Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Çĕнĕ Атай ялĕнчи шкула та парнелерĕмĕр. Унта пĕрле кайрăмăр. Шкул ачисемпе, вĕрентекенсемпе питĕ лайăх тĕлпулу ирттертĕмĕр. Олег Алексеевич вĕсемпе хутшăнма пĕлни питĕ савăнтарнăччĕ.

Вăл чăнласах та кашни çынна итлеме, унпа калаçма пĕлет. Хăй сăмахне тытать. Çакă Олег Алексеевич чăн-чăн этем, шанчăклă çын пулнине пĕлтерет. Эпĕ – çыравçă, çавăнпа мана вăл тăван культурăна, юратнă тăван чĕлхене аталантарас тесе тăрăшни питĕ савăнтарать. Акă, нумаях пулмасть эпир, культура ĕçченĕсем, унпа тĕл пулса калаçрăмăр. Хамăр чуна ыраттаракан самантсем çинчен каланине вăл питĕ тимлесе итлени, ăнланма тăрăшни хытах сисĕнчĕ, шанчăк пачĕ.

Олег Алексеевич пĕтĕм халăх валли çĕкленĕ лозунг та, «Пĕрле. Вместе» тени, питĕ хаклă. Чăнласах та вăл пире пурсăмăра та шанать, пĕрле ĕçлеме чĕнет. Акă, тепĕр пысăк ĕç палăртнă, çитес пилĕк çул валли регионăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантармалли документа тишкерер. Мĕн чухлĕ ырă шухăш унта! Тата çав çырса кăтартнă ырă шухăшсене ĕçе кĕртес тесе вăл пĕтĕм вăйне хурса тăрăшать. Эпир çакна кашни кун куратпăр, туятпăр.

«Вăрçă ачисем» тĕлĕшпе тунă ĕçсем те питĕ савăнтарчĕç. Эпĕ те «вăрçă ачи». Ялта ÿснĕ. 6 çултан пуçласа колхоз ĕçне хутшăннă, пучах пуçтарнă, çум çумланă, кĕлте йăтнă… «Вăрçă ачисене» хисепе хуни – тăван халăхшăн тăрăшниех. Тавтапуç, Олег Алексеевич, сире çакăншăн.

Олег Николаев тăрăшнипе эпир коронавирусран та питĕ вăхăтлă хÿтĕленме пултартăмăр.

Малтанхи хуçасене пула, ним шутламасăр, китаецсене çĕр парса иртĕхтернине вăл тăрăшнипе чарни те мана савăнтарать. Пирĕн ахаль те çĕр сахал. Астăватăп-ха, çĕр çитменнипе мĕн чухлĕ халăх Çĕпĕре, Алтая, Çурçĕр Казахстана куçса кайрĕç. Олег Николаев «Сычуань-Чувашия» ĕçпе йĕрке тума тытăнни – тăван халăхшăн тăрăшниех.

«Ял ипотеки» проект та халăхшăн тăвакан ĕç. Пирĕн епле пулсан та ялсене аталантарас пулать, халăх ялсенчен тарассине пĕтересчĕ. Ку проект шкулсене упраса хăварас енĕпе те пулăшасса питĕ шанатăп. Шкул пĕтсен – ял пĕтет, ял пĕтсен – халăх пĕтет.

Олег Николаев халăх сывлăхне упрас тĕлĕшпе ĕçлени те мана питĕ савăнтарать.

Çакăн пек ырă ĕçсем унăн нумай. Тепĕр хут хушса калатăп, ертÿçĕ хăй каланине, сăмах панине нихăçан та манмасть, кашни ĕçе вĕçне çитерме тăрăшать. Ку вăл çыннăн чи лайăх, чи ырă енĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика