Вĕренÿсем йĕркипе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.09.2020, 10:30 Просмотров: 378

Раççей Президенчĕн хушăвĕпе пĕтĕм çĕршывĕпе, çав шутра Чăваш енре те, сентябрĕн 22–23-мĕшĕсенче командăпа штаб вĕренĕвĕсем анлăн иртнĕ.

Çак тапхăрта республикăра управлени органĕсене тата чрезвычайлă лару-тăрусене асăрхаттарассипе тата пĕтерессипе тимлекен тытăмăн вăйĕсене уйрăм хатĕрлĕх йĕркине кĕртнĕ. Вĕренÿсем майĕпе иртекен мероприятисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хăй çирĕп тĕрĕслеве илнĕ.

Пĕрремĕш тапхăрта управлени органĕсем тата яваплă пулăшу службисем сасартăк тухнă пысăк инкексен пулăмĕсене пĕтерме мĕнле хатĕррине тĕрĕсленĕ. Хамăр районта та вĕренÿсем ытти çĕрти пекех ытларикун 9 сехетре условнăй сигналтан пуçланнă. Районти комисси членĕсем ларăва пухăннă, вĕренÿсен сценарийĕпе пăхнă мероприятисене пахалăхлă пурнăçлама тĕп задачăсене палăртнă. Тренировка йĕркипе иртнĕ мĕнпур мероприятие хутшăннă.

Иккĕмĕш тапхăр нефть продукчĕсем юхса тухнă инкек пулăмĕсене сирессипе çыхăннă. Республикăра, вĕренÿсен планĕпе килĕшÿллĕн, пулăшу службисем Çĕрпÿ районĕнчи магистральлĕ нефтепровод пайĕнче пулнă условнăй аварие чарнă. Вĕсем хăйсен тивĕçĕсене мĕнле пурнăçланине Раççей МЧС-ĕн кăткăс лару-тăрусенчи наци управлени центрĕ хакланă.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика