Хальлĕхе – иккĕмĕш йĕркере

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.09.2020, 10:31 Просмотров: 567

Иртнĕ шăматкун çанталăк сивĕ, çумăрлă пулчĕ, анчах та çакă Вăрнарти «Химик-Август» футбол командин вăйăри хастарлăхне чакармарĕ.

Çак кун вĕсем «Приволжье» МФС первенстви йĕркипе килти вăйăра Мордови Республикин командипе тĕл пулнă. Пандеми условийĕсене кура матч куракансемсĕр иртнĕ.

Вăрнарти вăйă кил хуçисем майлă вĕçленнĕ. «Химик-Август» Саранск командине 3%2 шутпа парăнтарнă. Мечĕксене Виталий Бурмаков тата Роман Шалин тапса кĕртнĕ.

– Вăйăсем çав тери хĕрÿ иртрĕç. Шел те, пирĕн футболистсем хушшинче сарă тата хĕрлĕ карточкăсене илекенсем те пулчĕç. Анчах та хальлĕхе çакă савăнтарать% 6-мĕш тур хыççăн «Химик-Август» турнирăн 2-мĕш йĕркине йышăнать, – пĕлтерчĕ «Химик» спорт клубĕн председателĕ Евгений Захаров.

Паян вăрнарсем Сызраньте кунти футбол клубĕн командипе тупăшаççĕ.

Ку турнирпа пĕрлех «Химик-Август» «Приволжье» МФС Кубокĕшĕн те кĕрешет. Ун йĕркипе çурма финалти пĕрремĕш тĕлпулу юнкун иртнĕ. «Зенит-Пенза» командăпа матч 0%0 шутпа вĕçленнĕ.

Ачасен «Химик-Август» командин ăнăçăвне те палăртмалла. Вĕсем сентябрĕн 12–19-мĕшĕсенче Новороссийск хулинче «Хура тинĕс хĕрринчи футбол уйĕ» Пĕтĕм Раççейри турнира хутшăннă.

Хăйĕн ушкăнĕнче çамрăксем 1-мĕш вырăн йышăннă% тăватă вăййине çĕнтерÿпе, пĕрне никам çĕнтерейменнипе вĕçленĕ.

Çурма финалта «Химик-Август» Буряти командине 0%1 шутпа выляса янă. Виççĕмĕш вырăншăн пынă тупăшура та вĕсене кăшт ăнăçман. Матч хыççăнхи пенальтисенче Новороссийск команди çивĕчрех пулнă. Анчах та ял ачисемшĕн Раççей турнирĕнчи 4-мĕш вырăн – чаплă результат. Çитменнине, командăри пĕртен-пĕр хĕрача Катя Леонтьева ăмăртăвăн чи лайăх хÿтĕлевçи пулса тăнă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика