Ÿсĕр водитель – пысăк хăрушлăх

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.10.2020, 10:33 Просмотров: 286

Ÿсĕр водительсем çул-йĕр хăрушсăрлăхĕнче паян чи йывăр ыйтусенчен пĕри пулса тăраççĕ. Çавăнпа ĕнтĕ кун пеккисем тĕлĕшпе патшалăх юлашки çулсенче явап мерисене çирĕплетме йышăнчĕ.

ГИБДД сотрудникĕсем енчен те профилактика ĕçĕ пуренлĕ пунăçланать. Ĕç коллективĕсенчи калаçусем, ялсенчи тĕлпулусем-пухусем вăхăтĕнче саккуна пăсма юраманнине пĕрмаях асăрхаттараçĕ. Ку ыйту районти хăрушсăрлăхпа çыхăннă канашлу-ларусенче те кун йĕркинчен тухмасть. Апла пулин те унăн çивĕчлĕхĕ пурпĕрех чакмасть. Çакна нумаях пулмасть иртнĕ калаçура полицин «Вурнарский» пайĕн ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Геннадий Анатольевич Казыкин та пăшăрханса палăртрĕ. Руль умĕнчи ĕçкĕçсемпе çине тăрсах кĕрешмеллине каларĕ:

– Ан манăр, çул çине ÿсĕрле тухнă водитель преступникпе тан. Мĕншĕн тесен киревсĕр хăтланнине ăнлансах вăл юриех саккуна пăсать. Хăй çав вăхăтрах полици сотрудникĕсен тĕлне лекмĕп-ха тесе шанать. Çапла, яваплăхĕнчен хăрать вăл, анчах хăй мĕнле хăрушлăх кăларнине темшĕн пуçа илмест. Чи малтанах вара шăпах çакăн пирки шутламалла – ним айăпсăр çынсен пурнăçĕсене татма е кама та пулин ĕмĕрлĕх сусăр хăварма пултарасси çинчен. Миçе çемьене чăтма çук хуйхă кÿме пултарасси çинчен...

Лару-тăру вара районта чăнах та кăткăс. Ÿсĕр водительсен айăпĕпе тухнă инкексен шучĕ унчченхи çулхипе танлаштарсан ÿсĕмпе пырать. Октябрĕн пĕрремĕш çурринче кăна кунашкал синкерсем тÿрех иккĕ çырăнчĕç. Тăватă çын шар курнă вĕсенче: тĕрлĕрен сурансене пула сывлăхĕсем сиенленнĕ. Кăçалхи 9 уйăхри кăтартусене илес-тĕк, çак сăлтавпа аманнисен хисепĕ 9 çынна çитнĕ. Юрать, вилмеллех суранланнисем çук. Пĕтĕмĕшле вара ÿсĕр водительсем хутшăнипе январь-сентябрь уйăхĕсенче çул çинчи инкеклĕ тĕслĕхсем çиччĕ пулнă. Пиллĕкĕшĕнче хамăр районта пурăнакан водительсем айăплă. Тепĕр икĕ тĕслĕхĕнче ют район çыннисем пирĕн тăрăхра хăрушă лару-тăру кăларнă.

Тепĕр хут палăртас килет, енчен те ку явапсăр водительсем йĕркене пăхăннă пулсан, çул çине ÿсĕрле тухман-тăк, çак аварисем пирки калаçма сăлтав пулмастчĕ.

– Ыйтăвăн çивĕчлĕхĕ паянхи кун та чакмасть терĕр. Çавна май лару-тăрăва улăштарма хăвăр енчен мĕнле мерăсем йышăнатăр?

– Тĕрĕссипе, ГИБДД сотрудникĕсем обществăри ку усал пулăмпа ятарлă профилактика мероприятийĕсем вăхăтĕнче кăна мар, пĕрмаях кĕрешеççĕ. Чи малтанах «инкексене асăрхаттарма çăмăлрах» тенине шута илсе тимлетпĕр. Автоинспекторсем, акă, кунсеренех районти çулсем çинче. Тĕрĕслевсем вăхăтĕнче шăпах ÿсĕр водительсене тупса палăртасси тĕп тĕллевсен шутне тухать. Енчен те эрехпе минрени руль умне ларма чаракан сăлтав мар тесе шутлакансем тупăнаççĕ-тĕк, вĕсене саккунпа çирĕп явап тыттармалла. Йĕркене сĕмсĕррĕн пăснăшăн пуçран шăлманнине кашниех лайăх ăнлантăр. Сăмахпа асăрхаттарнине пуçа хывайман çынна çакнашкал хистевлĕ мелсем çеç тÿрленме витĕм кÿрĕç.

Октябрĕн 16–17-мĕшĕсенче, сăмахран, Пĕтĕм Раççейри «Ÿсĕр водитель» мероприяти майĕпе районта пĕрлехи рейд иртрĕ. Хальхинче те йĕркене пăснă тĕслĕхсемсĕр пулмарĕ. Тĕрĕслевсем вăхăтĕнче автоинспекторсем урă мар икĕ водитель çулне пÿлнĕ. Иккĕшĕ те – хамăр район çыннисем. Каппайланса çул çине тухнă чух хăйсем «çакланасса» шутламан-ха ĕнтĕ вĕсем. Анчах малашне руль умне ларасси пирки чылайлăха манма тивет. Вĕсем тĕлĕшпе пуçарнă административлă ĕçсене миравай суд пăхса тухать. Водитель удостоверенине 1,5–2 çуллăха туртса илме пултараççĕ. Çиелтен штраф та хураççĕ: ун виçи енчĕке самаях çÿхетет – 30 пин тенкĕ.

Каламалла, тĕрĕслевсене графикпа çирĕплетнĕ пĕрлехи асăрхаттаруллă мероприятисем йĕркипе кăна ирттернипе çырлахмастпăр. Рейдсене нумай чухне Вăрнар тата Элĕк районĕсенче хамăрăн пуçарупа тухатпăр. Вĕсем усă пани кăтартусенче палăрать. Кăçалхи тăхăр уйăхра Вăрнар районĕнче çеç транспортпа пынă 72 ÿсĕр водителе тытса чарнă. Алкоголь витĕмĕпе çын çăмăлттайланнине, хăрушлăха курманнине, унăн реакцийĕ вăрахланнине шута илсен, ку водительсен çулçÿревĕ хăйсемшĕн те, ытти çынсемшĕн те синкерлĕ вĕçленме пултарни каламасăрах паллă. Вĕсене РФ административлă правăна пăсни çинчен калакан кодексĕн 12.8 тата 12.26-мĕш статйисемпе явап тыттарнă: транспорт хатĕрĕпе ÿсĕрле çÿренешĕн е медицина тĕрĕслевне тухма хирĕçленĕшĕн. Сакăр тĕслĕхре вара водительсем уголовлă майпа айăпланнă. Вĕсем çак преступленишĕн унччен те лекнине кура ку хутĕнче явапĕ çирĕпрех.

– Ÿсĕр водитель çул çинче хăрушлăх пулнине пурте пĕлетпĕр. Анчах вăл машинăна ларнине куракансенчен кашниех çакăн çинчен йĕрке хуралçисене пĕлтерме хатĕр-и?

– Чăнах та, пĕлтерĕшлĕ ыйту ку. ГИБДД сотрудникĕсен йышĕ пысăк мар: вĕсене кашни пурăнмалли вырăна, мĕнпур çул çине нимле майпа та тăратаймăн. Тавах, çул çинчи йĕркелĕхе тивĕçтерме халăх дружинникĕсем чылай пулăшаççĕ ĕнтĕ. Анчах ку ĕçе ахаль çынсем хутшăнни, çивĕч ыйтăва пĕрле кăна татма пултарнине ăнланни питĕ кирлĕ. Эрехпе минренĕ çын руль умне ларма хăтланнине курсан, çак киревсĕр ĕçе кашниех чарма пултарать. Çавăнпа та пурне те чĕнсе калатпăр: ÿсĕр водитель транспортпа çÿренине асăрхасан куç умĕнчи йĕркесĕрлĕхе курман пек ан тăвăр, аякран пăрăнса ан иртĕр. Полици пайĕн дежурнăй чаçне 2-50-02 номерпе е кĕсье телефонĕнчен 102 номерпе шăнкăравлăр. Çакă çын çине евитлени, япăх тума тăрăшни мар. Сирĕн яваплăх камăн та пулин пурнăçне çăлса хăварма пулăшĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА калаçнă.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика