Контейнер кирлех

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.11.2020, 11:25 Просмотров: 355

Шăхаль ял пуçĕнче машинăсем чарăнмалли вырăн пур. Ăçта та пулин каяс текен çынсем унта пĕрмаях йышлă.

Нумай пулмасть эпĕ те Калининăна кайма тесе тухса тăтăм. Халь çине унта кайманччĕ те, питĕ тĕлĕнтĕм. Чарăну вырăнĕнче мĕн пăрахса тултарман-ши: тасамарлăха курсан чĕре чăмăртанса илчĕ. Çынсем çав таранах нĕрсĕрленсе кайрĕç-ши; Хамăра намăс вĕт – çÿп-çап катаранах курăнса выртать. Культура ĕçченĕсем пĕрмаях тирпейлеççĕ-ха кунта, анчах вĕсем те пуçтарса пĕтереес çук. Тен, ют еннелле каякансем, пирĕн район мар тесе варалама именмеççĕ-ши; Çĕмĕрлене, Пăрачкава, Улатăра каякан рейс автобусĕсем, çăмăл машинăсем яланах чарăнаççĕ кунта. Туалетне те остановка хыçнех тунă. Çакнашкал ырă мар лару-тăру Калининăри автостанцие хупса лартнипе çыхăнман-ши; Вокзал пур чухне ун пекех тирпейсĕрлĕх çукчĕ. Инçетрен килекенсен туалета та каяс килет-ха ĕнтĕ.

Элĕк çулĕ çинче «кирпĕч завочĕ» текен чарăну пур. Унта, ав, пысăк мар пулин те, çÿп-çап валли савăт лартнă. Çавăнпа та Шăхаль чарăнăвĕнче те контейнер лартса парсан лайăхрах пулмĕ-ши тетпĕр.

Нина ПАРАМОНОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика