Ача юратупа килĕшÿре ÿстĕр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.11.2020, 11:17 Просмотров: 317

1959 çулхи ноябрĕн 20-мĕшĕнче ачасен прависене çирĕплетекен пĕрремĕш саккунлă документа йышăннă. Ку деклараци мĕнпур ачан пĕлÿпе воспитани илме, ăс-хакăлпа ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен аталанма, социаллă ăнăçлăха тивĕçме пĕр пек право пуррине калать.

Çак кунах, 30 çул иртсен, «Ачасен прависем çинчен конвенцие» те алă пуснă. Ку документ вара мĕнпур çĕршыва (чи малтанах ашшĕ-амăшне, тĕрлĕрен организацисене, вырăнти влаçа тата наци правительствисене) çамрăк ăрăва лайăх пурнăçпа тата телейлĕ ачалăхпа тивĕçтерме хушать.

Енчен те эсир ачасен ирĕклĕхне чаратăр, ăна темиçе сехетлĕхе пĕччен хăварса килтен тухса каятăр, ăна хирĕç вăйпа усă куратăр е мĕнпе те пулин хăрататăр, суятăр, ăна мĕн кирлине тимлĕхе илместĕр пулсан, унăн прависене пăсатăр. Йĕркеллĕ апат-çимĕç, тумтир çукки те, çурт-йĕр условийĕсем япăххи те, вĕрентÿпе тата медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерменни те ачасен прависене сĕмсĕррĕн пăсни шутланать. Çавăнпа та вĕсене хÿтлĕхе илесси – патшалăхпа обществăн çирĕп тимлĕхĕнче. Сăмахран, çемьере ача тискерлĕх курать-тĕк, ăна хÿтĕлесе ашшĕ-амăшĕн прависене хăтарма пăхнă. Çула çитменнисен пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн хăрушлăх пур пулсан та вĕсене тÿрех çемьерен илсе каяççĕ.

Çула çитменнисем тĕлĕшпе вăйпа усă курнăшăн, вĕсене тата çемьене хирĕçле преступленисемшĕн вара уголовлă явап кĕтет.

Ыйту çивĕчлĕхне кура, çак кун районта та ашшĕ-амăшĕсемпе опекунсене, попечительсене тата, паллах, ачасене право пулăшăвĕ парассипе пысăк ĕç пурнăçланать. Çавăн пекех вĕрентÿ организацийĕсенче те калаçусемпе лекцисем, право сехечĕсем, ытти мероприятисем иртеççĕ. Районта йĕркеленĕ ушкăн, акă, поселокри тата ялсенчи хÿтлĕхпе пулăшу кирлĕ чылай çемьене килĕрен çитнĕ. Яваплă ушкăнра – район прокурорĕн помощникĕ Лариса Спиридонова, полици пайĕн çула çитменнисемпе тимлекен аслă инспекторĕ Эльвира Татарова, çула çитменнисен ĕçĕсемпе тимлекен комиссин тата социаллă тивĕçтерÿсем паракан центр представителĕсем Лилия Васильевапа Лилия Ильина. Вĕсем социаллă ăнăçсăр, нумай ачаллă тата усрав çемьесенче пулма тăрăшнă. Ашшĕ-амăшĕсемпе опекунсене пăшăрхантаракан ыйтусене хуравланипе, вĕсене мĕнле татса пама май пуррине ăнлантарнипе пĕрлех ачасене те савăнтарма манман. Хăнасем кÿнĕ парнесемшĕн вĕсем çав тери хĕпĕртенĕ.

Паллах, çула çитменнисен прависене, саккуна пăсасран асăрхаттарасси те тĕп вырăна тухнă. Кун пирки ачасемпе те, ашшĕ-амăшĕсемпе те тимлĕн калаçнă.

Эльвира ТАТАРОВА,

полицин «Вурнарский» пайĕн çула çитменнисен ĕçĕсемпе тимлекен

аслă инспекторĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика