Чăрăш касакансене тытса чарнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.12.2017, 08:58 Просмотров: 468

Пушă ларакан е дача вырăнне усă куракан хуçалăхсене вăрăсем иленни сайра мар. Кулленех пăхса тăман çурт-хуралтăсене ирĕклĕнех тустараççĕ вĕсем. Ноябрĕн 29-мĕшĕнче акă Айкăшра  49-ти арçын С.-н пÿртне алăк çăрине аркатса кĕнĕ. Бензинпа ĕçлекен пăчкă, алюмини бидон, металл касмалли алă пăчки йăкăртнă вăл. Арçын пĕрремĕш хут мар саккуна пăсать, унччен те судпа айăпланнă.

Кивьял Хапăсра та такам асăрхавсăр хуçалăха вăрттăн кĕрсе тухнă. Ун хыççăн пÿртумĕнчен электропăчкă çухалнă. Преступление тунă вăхăт – октябрĕн 28-мĕшĕнчен декабрĕн 9-мĕшĕчченхи тапхăр.

Уйăх пуçламăшĕ кăна-ха, анчах хăшĕсем Çĕнĕ çул уявне халех хатĕрленеççĕ курăнать. Иртнĕ шăматкун Мăн Хирлеп ялĕ айăккинче ГИБДД сотрудникĕсем чăрăш йăтса пыракан икĕ арçынна тытса чарнă. Тĕрĕслесе палăртнă тăрăх, йывăçа хайхисем Чăрăшкас Хирлеп çывăхĕнчи посадкăра касса ÿкернĕ. Халĕ çутçанталăка сăтăр тăвакансен, 47-ри тата 36-ри арçынсен, саккун умĕнче явап тытма тивет.

Унчченхи эрнесенче инкеклĕ киревсĕр ĕçсем темиçе те пулнине пĕлтереççĕ районти полици пайĕнчен. Ноябрĕн 30-мĕшĕнче Çĕмĕрлери больницăра 71-ри арçын вилсе кайнă. Хăй вăл Вăрнар поселокĕнче пурăннă, психиатр учетĕнче шутланнăскер. Палăртнă тăрăх, арçын хăйне хăй çĕçĕпе чиксе суранланнă. Вăрнарти тĕп больницăна Кушар Юнтапаран каснă-чикнĕ суранпа илсе килнĕ 47-ри арçын та çак сăлтавпах шар курнă тесе шутлаççĕ. Инкек вăхăтĕнче вăл ÿсĕр пулни  паллă.

Пăртасра вара декабрĕн 1-мĕшĕнче пĕр хуçалăхра тÿрех икĕ çын виллине тупнă. Чи малтан асăрханă 41-ри арçыннăн мăйне касни курăннă. Преступлени вырăнне тишкернĕ май, юнашар ларакан пурăнман кирпĕч çуртра çакăннă 40-ри тепĕр арçынна асăрханă. Инкек мĕнле пулса иртнине йĕрке хуралçисем тĕпчеççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика