Спартакиада йĕркипе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.12.2017, 08:59 Просмотров: 488

Иртнĕ эрнекун 15 çултан кĕçĕнреххисем хушшинче пынă волейбол вăййисем харăсах тăватă спортзалта сарăлнă: Вăрнарти 1-мĕш, Кÿстÿмĕрти шкулсен, ял хуçалăх техникумĕн спортзалĕсенче тата «Рассвет» ФСКра.

Чăваш ен Пуçлăхĕн Кубокĕшĕн шкул ачисем хушшинче пыракан спартакиада йĕркипе иртекен район первенствине арçын ачасен тăхăр, хĕрачасен çичĕ команди хутшăннă.

Пĕрремĕшсем хушшинче пьедесталăн виççĕмĕшпе иккĕмĕш пусмине Вăрнарти 1-мĕшпе Çĕрпел шкулĕсен каччисем йышăннă. Çĕнтерÿçисем вара – Кÿстÿмĕр шкулĕн команди: Владимир Муравьев, Степан Авруйский, Костя Смородинов, Данил Музяков, Роман Иванов, Алексей Волков, Николай Фадеев, Сергей Васильев, Григорий Андреев, Владимир Васильев, Александр Игнатьев.

Хĕрсем хушшинче чи вăйлисем – çĕрпелсем: Оксана Михайлова, Оля Васильева, Татьяна Максимова, Арина Игнатьева, Ксения Воробьева, Виктория Леонидова, Валерия Леонидова, Настя Мышкина, Настя Дмитриева.

Кĕмĕл призерсем – Вăрнарти 1-мĕш, бронза призерсем Мăн Явăш шкулĕсен командисем.

Çĕнтерÿçĕсем район чысне республикăра хÿтĕлĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика