Ÿкерчĕкĕсенче – чун-чĕре пуянлăхĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.02.2021, 11:34 Просмотров: 355

Çак кунсенче Калининăри шкулта пирĕн пултаруллă вĕренекенĕн – Александра Морякован «В мире моих друзей» ÿкерчĕксен куравĕ уçăлчĕ. 8-мĕш класра вĕренекен хĕрачан çакнашкал пысăк ĕçĕ пĕрремĕш мар.

Икĕ çул каялла вăл «Земля – наш общий дом», пĕлтĕр «Мой волшебный мир» куравсенче те хăйĕн тĕлĕнмелле таланчĕпе паллаштарнăччĕ. Александра мĕн пĕчĕкрен ÿкерет. Çак юратăва ăна амăшĕ «парнеленĕ» тесе шутлать вăл. Чи çывăх çынни, хăй те искусствăна чунтан парăннăскер, ачисене те унăн асамлăхне ăнланма, çутçанталăкри, тумтирпе интерьерти тĕрлĕ сăрăсен пуянлăхне курма вĕрентнĕ.

– Мана тĕрлĕрен пулăмсене ÿкерчĕке хывма килĕшет. Пейзажсем, скульптура, интерьер дизайнĕ илĕртеççĕ. Хальхи вăхăтра хама кăмăла каякан, хампа юнашар çынсен портречĕсене ытларах çыратăп. Ĕçсенче тĕрлĕ тĕслĕ кăранташсемпе тата акварельпе, хăш чух гуашьпе усă куратăп. Çапах та ытти материалсемпе те хама тĕрĕслесе пăхасшăн, сăмахран, акрилпа е çуллă сăрăсемпе. Кашни çĕнĕ ĕçпе ÿкерес кăмăл ытларах та ытларах ÿсет. Алла кăранташ е киçтĕк тытма интернет-художниксем, халăхсен мифологийĕ, музыка, кинофильмсенчи самантсем, юмахсемпе мультфильмсем хавхалантараççĕ. Манăн ÿкерчĕксене шкулти куравсене пухни, вĕрентекенсемпе ачасем ырлани, Галина Кирилловна учитель пулăшса пыни малалла аталанма тĕрев парать, – чунри хаклă туйăмсене уçать Александра.

Палăртса хăвармалла, çамрăк ÿнерçĕн пĕрремĕш куравĕнче çутçанталăк илемĕ малти вырăна тухнă – кунта илĕртÿллĕ пейзажсем. Иккĕмĕшĕнче хĕрача портретсем енне ытларах куçса пыни сисĕнет. Виççĕмĕш «В мире моих друзей» куравĕ ятĕнченех паллă% ÿкерчĕксенче çынсен сăнĕсем кăна, анчах пейзажсенчи евĕр асамлăх та пур.

– Саша – тĕлĕнмелле пултаруллă çын. Вăл кирек ăçта пулсан та пĕрмаях ÿкерет. Унăн ĕçĕсем хăйнеевĕрлĕ, кашнине хăйĕн чунне хывать. Çавăнпах ĕнтĕ картинисем пурин чĕрине те хускатаççĕ, – савăнать талантлă тантăшĕшĕн Лера Анисимова та.

Сашăн фантазийĕ чăннипех те вĕçĕ-хĕррисĕр. Вăл хавхаланса хăвăрт ĕçлет, тĕрлĕ ÿкерÿ техникипе çăмăллăнах усă курать, тĕсе лайăх туять... Унăн урокра, кĕске вăхăтра, тунă кашни ÿкерчĕкĕ те маншăн хăйнеевĕрлĕ шедевр. Александра Морякован ĕçĕсем ÿнер пултарулăхĕн конкурсĕсенче тăтăшах мала тухаççĕ. Эпир ăна малашне те пултарулăхра пысăкрах та пысăкрах çитĕнÿсем тума, çĕнĕрен те çĕнĕ ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме сунатпăр. Пуласлăхра унăн картинисем тĕнче шайĕнчи куравсенче тивĕçлĕ вырăн йышăнасса шанатпăр.

Галина ЛУКИНА,

директорăн воспитани ĕçĕпе тимлекен

заместителĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика