Çын пурнăçĕ татăлнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.04.2021, 09:49 Просмотров: 427

Асăрхав тата профилактика ĕç-хĕлĕн уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кĕçнерникун тĕлне район территорийĕнче 8 пушар алхаснă, иртнĕ çулхи ку тапхăрта – 10.

Пĕлтĕр инкеклĕ тĕслĕхсем ытларах пулни çуркунне маларах килнипе, çÿп-çаппа хытхурана иртерех çунтарма тытăннипе çыхăннă-мĕн. Пĕлтĕр ку тапхăрта вут-çулăм çынсен пурнăçне татни пулман. Кăçал вара, шел те, Хирпуçĕнче 52-ри арçын пушарта сарăмсăр вилнĕ. Синкерлĕ ĕç тунтикун ирхине 8 сехет тĕлĕнче пулса иртнĕ, пĕр хуçалăхра кирпĕч çурт çуннă.

– Пÿртрен тĕтĕм тухнине курсан инкек çинчен çăлав службине ял çыннисем хыпарланă. Çулăма чарнă хыççăн кунта, шел те, кил хуçин пĕртăванĕн виллине асăрханă. Вăл сĕрĕмпе наркăмăшланма пултарнă тесе шутлаççĕ. Инкек тухнин тĕрлĕ версийĕсене тишкереççĕ, çав шутра – чĕлĕм туртнă чух асăрханусăр пулма пултарнине те, – пĕлтерчĕç асăрхав тата профилактика ĕç-хĕлĕн районти уйрăмĕнчен.

Каласа хăвармалла, апрелĕн 2-мĕшĕ тĕлне республикăра 287 пушара шута илнĕ, вут-çулăмпа асăрханусăр пулни 31 çыннăн пурнăçне вăхăтсăр илсе кайнă.

Ирина ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика