Сăмаха тытни аван

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.04.2021, 09:51 Просмотров: 431

Район Пухăвĕн депутачĕ Станислав Афанасьев, акă, хăй суйланнă тăрăхри, Малти Ишекри, çынсен ыйтăвĕсене тимлĕхрен кăлармасть. Вĕсемпе май пур таран тĕл пулса калаçма тăрăшать.

Станислав Николаевичăн ĕç портфелĕнче суйлавçăсен наказĕсем туллиех. Малти Ишекри Молодежная урамри çулăн пахалăхсăр юсавĕпе, спорт площадкисен тата кану вырăнĕсен территорийĕсене тасалăх кĕртессипе, пĕвесене, çăлкуçсене тасатассипе, масарсенче йĕрке тăвассипе, урамсене çутатассипе ыйтусем пур.

Вĕсене татас тĕллевпе кăçал ял тăрăхĕн территорийĕнче пуçаруллă бюджет программипе ултă проект хатĕрленĕ. Анчах кăçал вĕсенчен иккĕшне кăна пурнăçа кĕртме май килет: Малти Ишекри Верхняя тата Новая урамсенче икĕ тапхăрпа çул тăвассипе тата Айкăшра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсене халалласа палăк лартма.

Тепĕр тăватă проекчĕ хăйсен черетне кĕтеççĕ. Депутат вĕсене ĕçе кĕртессине хăвăртлатас ыйтăва тимлĕхрех тытать. Кун пирки халăхпа нумаях пулмасть ирттернĕ тĕлпулура та калаçу хĕрÿ пынă.

Ял çыннисен кăмăлне çĕклес тĕллевпе С.Афанасьев Кушар Юнтапари культура çурчĕ çумĕнчи арçынсен «Туслăх» коллективне те (ертÿçи – Виктор Анисимов) чĕнсе илнĕ. Вĕсен пултарулăхне халăх ырласа йышăннă.

– «Справедливая Россия» парти представителĕсем те суйлавçăсен прависемпе интересĕсене хÿтĕлессипе хастар ĕçлеççĕ. Депутатсене вырăнти уйрăм ертÿçи Нина Григорьева, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Игорь Моляков хавхалантарса пыраççĕ. Ĕç планĕсем пысăк, – пĕлтерчĕ Станислав Афанасьев.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика