Тивĕçлĕ уявласшăн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.04.2021, 09:55 Просмотров: 408

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерĕве туптанăранпа 76 çул çитет. Паллă кунччен уйăх майлă кăна юлчĕ.

Пĕлтĕр юбилейлĕ датăна коронавирус инфекцийĕ «чарнине» пула шутласа хунă пек мăнаçлăн паллă тума май килмерĕ. Кăçал вара лару-тăру çăмăлланни сисĕнет. Районта та, чăрмавсем тухмасан, уява унчченхи çулсенчи пекех мĕнпур йышпа, çÿллĕ шайра ирттересшĕн.

– Çĕнтерÿ кунĕ – çĕршыври кашни çыншăн чĕрене çывăх, чи хаклă уяв. Ăна хатĕрленсе уявлас ĕçе пирĕн çирĕп яваплăхпа пуçăнмалла. Ирĕк пурнăçшăн çапăçнă, пуçĕсене хунă паттăр ентешĕмĕрсен астăвăмĕ умĕнче намăс ан пултăр, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕнче.

Хатĕрленÿ ĕçĕшĕн яваплисем Аслă Çĕнтерÿ кунне чаплăрах, асра юлмалла йĕркелессипе хăйсен шухăшĕсене пĕлтерчĕç, хĕрÿ калаçура сÿтсе яврĕç. Андрей Тихонов вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсен çурт-йĕрпе йăла условийĕсене тĕрĕслемеллине, мĕн кирлипе пулăшмаллине аса илтерчĕ. Çавăн пекех поселокра, ялсенче тавралăха хăтлăх кĕртмелле, субботниксене предприяти-организацисен, мĕнпур çынсен активлă хутшăнмалла. Поселокри Астăвăм скверне, ялсенчи астăвăм вырăнĕсене, палăксемпе обелисксене вăхăтра йĕркене кĕртмеллине манмалла мар. Хăшĕшĕн кам, мĕнле организаци явапли паллă ĕнтĕ. Музей директорĕ Елена Шарипова ку ĕçе çамрăксен канашне хастартарах явăçтарма сĕнчĕ. Вырăнти обществăлла çар организацийĕсем те хăйсем енчен тÿпе хывма шантарчĕç. Çавăн пекех вĕсем Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне хăйсен пуçарăвĕпе патриотла мероприятисем ирттерме те хатĕрленеççĕ.

Кунсăр пуçне йĕркелÿ комитечĕ урамсемпе çуртсене илемлетсе уяв сĕмĕ кĕртес, культурăпа массăллă мероприятисемпе митингсем ирттерес, «Вилĕмсĕр полк» шествине йĕркелес тата ытти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене те тимлĕхе илчĕ.

Сăмах май, Андрей Тихонов район сайтĕнче те «Вилĕмсĕр полк» евĕр баннер уçма май пуррипе кăсăкланчĕ. «Ентешсенчен кашниех унта хăйĕн паттăр тăванĕн сăнÿкерчĕкĕсене вырнаçтарма пултартăр», – терĕ вăл.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика