Килти сĕте вĕретсе ĕçĕр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.04.2021, 10:00 Просмотров: 434

Республикăра ака уйăхĕн20-мĕшĕччен туберкулезпа кĕрешессипе «Шурă чечек» акци пырать. Район тĕп больницин фтизиатрĕ Ирина Иванова ку чирпе çыхăннă ыйтусене хуравлать. Чи анлă сарăлнисене илсе кăтартатпăр.

– Туберкулез – ÿпке чирĕ-и? Мĕншĕн вăл питĕ хăрушă?

– Туберкулез çÿçпе чĕрнесĕр пуçне кирек мĕнле органа та сиенлеме пултарать, çав шутра – ÿт-тире те. Чи анлă сарăлни – ÿпке туберкулезĕ. Вăл хăвăрт ерет. Иккĕмĕш вырăнта – лимфа тĕввисен туберкулезĕ. Чир шăмăпа сыпă системине те сиенлет. Туберкулез – инфекци чирĕ. Туберкулез патакки организма лекет, органсенчен пĕринче ĕрчеме пуçлать, ăна сиенлет тата аркатать. Сипленмесен этемĕн пурнăç тăршшĕ кĕскелет.

– Апла-тăк, туберкулезран мĕнле хÿтĕленмелле?

– Тĕп хÿтлĕх – харпăр хăйĕн иммунитечĕ. Енчен те вăл çирĕп пулсан, микобактери лекни организма хавшатаймĕ. Иммунитет начар-тăк, инфекци вăл-ку органра тĕпленет. Ун пек чухне те вăл 10 çынран пĕрин кăна аталанма пултарать. Тăххăрăшне хăйĕн иммунитечĕ пулăшать, ку тĕслĕхре чире пуçаракан бактери те сÿрĕк. Организм хавшасан 10, 20, 30 çултан вăл «чĕрĕлсе тăрать». Сăлтавĕсем – стреслă лару-тăру, чир-чĕр, нумай вăхăт химиотерапи туни.

Çавăнпа та тĕп хÿтлĕх вăл – сывă пурнăç йĕрки, сиенлĕ йăласенчен хăтăлни, çителĕклĕ çывăрни, канни, кăмăл-туйăм пăлханăвĕнчен пăрăнма тăрăшни, тĕрĕс апатланни.

– Туберкулез паллисем пирки каласа кăтартăр-ха? Çемьере çак инфекци чирĕпе чирлекен пулсан мĕн тумалла?

– Малтанах чир-чĕр паллисем курăнмасан та пултараççĕ. Вĕсем вăраххăн палăрма пуçлаççĕ. Вăй-хал пĕтет, аппетит çук, кĕлетке йывăрăшĕ чакать, каçхине вăхăтăн-вăхăтăн тарлаттарать. Кайран ÿслĕк ерет. Вăл виçĕ эрне иртсен те пĕтмесен тухтăр патне каймалла, сывлăха тĕрĕслеттермелле. Юнлă сурни – туберкулезăн юлашки тапхăрĕнчи симптомĕ. Ăна асăрхасан васкавлăн медучрежденине каймалла, мĕншĕн тесен юнлă сурни ытти чир-чĕр палли те пулма пултарать. Туберкулезăн ерекен формипе чирлекенсене сыватмăша хураççĕ. Пациентпа пĕрле пурăнакансен тата унăн ĕçтешĕсен сывлăхне тĕрĕслеççĕ. Кирлĕ пулсан профилактика сиплевĕ те ирттереççĕ. Чирлĕ çынпа хутшăннисене çулталăка яхăн сăнаççĕ.

– Туберкулезран сывалма пу-лать-и? Мĕнле сиплев мелĕсем пур?

– Çапла, туберкулезран сывалма пулать. Анчах сиплев вăраха тăсăлать. Ятарлă схемăна пăхăнмалла. Хальхи вăхăтри чи анлă сарăлнă меслет – туберкулеза хирĕç эмел терапийĕ ирттерни. Ансат тĕслĕх чухне сиплев 6 уйăха тăсăлать, мультирезистентлă туберкулез пулсан – 24 уйăха. Пациентăн çак тапхăрта кашни кун сахалтан та 4 препарат ĕçмелле. Кăткăсрах чухне 6–7 эмел таран. Паллах, препаратсемпе тăтăш усă курни организма начартарах витĕм те кÿме пултарать, апла пулин те тĕнчере çакăнтан лайăхрах меслет урăх çук. Эмел терапине тăсакан ытти мел те пур. 10–15 процентĕнче хирурги пулăшăвĕ кирлĕ, çапах та çирĕплетмелле: тĕп меслет – эмел препарачĕсемпе сипленни.

Чир иртнĕ хыççăн туберкулез тепĕр хут палăрас хăрушлăх малтанхи икĕ çулта кăна пысăк. Анчах астăвăр: туберкулез – инфекци чирĕ, вăл тата ерме пултарать.

Туберкулезпа чирлĕ хĕрарăм йывăр çын чух чир хăвăрттăн аталанать. Унăн сывлăхĕ япăхланать. Анчах та варти ачана сиенлемест (амăшĕн сайра хутра тĕл пулакан чир пулмасан).

– Мĕнле тĕрĕсленмелле?

– Çитĕннисен профилактика тĕпчевĕсене регионри эпидеми лару-тăрăвне кура ирттереççĕ. Енчен те вăл ăнăçлă-тăк, 2 çулта пĕр хутчен флюорографи тухмалла. Туберкулез енĕпе лару-тăру çивĕч пулсан – çулталăкра пĕрре.

– Прививка туберкулез ересрен хÿтĕлемест тени тĕрĕс-и?

– Ачасене çуралсанах тата 7 çулта БЦЖ прививки тăваççĕ. Вакцинаци инфекцирен пĕтĕмĕшле хÿтĕлемест, çапах та ачасене туберкулезăн йывăр, вĕлерекен тĕсĕсемпе чирлеттермест. Прививкăна пула Раççейре ачасем туберкулезпа сахал аптăраççĕ. Сипленнĕрен инфекцие хăвăртах парăнтараççĕ. Асра тытăр: БЦЖ прививкине тумасан, ачапчан йывăр чирлесе пурнăçран уйрăлас хăрушлăх пур. Шел те, 100 проценчĕпех хÿтĕлекен вакцина паянхи кун çук.

– Апла пулсан, кирек ăçта, кафере тата обществăлла транспортра та, инфекци ертме пулать-и?

– Туберкулез – сывлăш тата тумлам урлă ерекен инфекци. Тĕслĕхрен, юнашар тăракан чирлĕ çын ÿсĕрсен çак амака ертме пулать. Туберкулезлă çын усă куракан савăт-сапана, ытти япалана тытма юрамасть. Килти сĕте ĕçме юрататăр-тăк, ăна вĕретсе ĕçсен аванрах. Капла хăвăра инфекци ересрен сыхлатăр.

Елена ГРИГОРЬЕВА

çырса илнĕ.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика