Паян тесен паян...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.04.2021, 10:01 Просмотров: 422

Район ертÿлĕхĕ «Янгорчино», «Хорнзор», «Мураты», Карл Маркс ячĕллĕ ял хуçалăх предприятийĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Çуракине хатĕрленесси мĕнле шайра пынипе кăсăкланнă.

«Янгорчино» кооператив тилхепине Геннадий Романов чĕрĕк ĕмĕр тытса пырать. Хуçалăх ÿсентăран, выльăх-чĕрлĕх отраслĕсенче тухăçлă ĕçлет.

Геннадий Романов район администрацийĕн пуçлăхне Андрей Тихонова тата унăн пĕрремĕш заместительне – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн ертÿçине Вячеслав Горбунова предприятин кĕлечĕсене кăтартнă. Иртнĕ çул çĕрпелсем тырă сортласа типĕтекен çĕнĕ оборудовани туяннă. Унăн хăватлăхĕ пысăк: сехетре 10 тонна тырпула тасатать.

«Янгорчино» кооператив вырăнти сорт участокĕпе тачă çыхăнса ĕçлет. Сăмах май çак тапхăрта унта пĕрчĕллĕ культурăсен, çĕрулмин çĕршер сортне акса-лартса сăнанă. Андрей Тихонов Светлана Алексеева заведующипе калаçнă, пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сÿтсе явнă.

Геннадий Романов çирĕплетнĕ тăрăх, хуçалăхра çуракине хатĕрленес ĕç вĕçленсе пырать. Хурçă утсем, акмалли агрегатсем уй-хире тухма хатĕр. Механизаторсен ĕç опычĕ пысăк.

Акмалли вăрлăх, çунтармалли-сĕрмелли материалсем, минерал удобренийĕсем çителĕклĕ.

Çурхи тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсем 372 гектар йышăнĕç, çав шутра тулă 139 гектар, урпа – 210, сĕлĕ – 8, пăрçа – 15 гектар. «Иккĕмĕш çăкăр» валли 40 гектар уйăрĕç, кукуруза 80 гектар йышăнĕ.

Район ертÿлĕхĕ фермăна та çитсе курнă. «Янгорчино» кооператив – ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе тăрăшакан хуçалăх. Çак вăхăт тĕлне илсен, мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх 736 пуç шутланать, çав шутра сăвакан ĕнесем – 336 пуç. Кулленхи сăвăм 16,3 килогрампа танлашать. Талăкне 5 тонна сĕт сутаççĕ.

Кооперативра 2022 çулта инвестици проектне пурнăçа кĕртме – 200 пуç выльăх вырнаçакан фермăна çĕклеме – палăртаççĕ.

Андрей Тихоновпа Вячеслав Горбуновăн çулĕ «Хорнзор» кооператива та выртнă. Хуçалăхра вĕсене Федор Кузьмин ертÿçĕ кĕтсе илнĕ. Мехпаркра ĕç шавĕ тăнă. Механизаторсем техника упрамалли ангарта тăрăшнă, юсав ĕçĕсене пурнăçланă. Кăçал хурăнсур-çармăссем çуракине 475 гектар çинче туса ирттерме палăртаççĕ. Тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсем 260 гектар йышăнĕç.

Район ертÿлĕхĕ «Мураты» хуçалăха та çитнĕ. Кооперативра уй-хир ĕçĕсене кĕске вăхăтра ирттерессишĕн тăрăшни тÿрех курăннă. Акă, ангарта çĕрулми сортлассипе хастар ĕçлеççĕ. Геннадий Спиридонов ертÿçĕ «Мураты» кооперативра паян тесен паян уй-хире тухма хатĕррине çирĕплетнĕ.

Хуçалăхра кăçал акмалли-лартмалли лаптăк пĕтĕмпе 1569 гектар пулĕ. Тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсем – 807 гектар, техника культурисем – 383,6, выльăх апачĕлĕх культурăсем – 258 гектар. Çуртрисем 300 гектар йышăнĕç.

Ытти хăшпĕр предприятисенче çĕрулми лартмаççĕ пулсан «Мураты» хуçалăхра ку ĕçрен пăрăнмаççĕ. Хуçалăхра «иккĕмĕш çăкăр» валли 120 гектар уйăрĕç. Уй-хир продукцине Раççейри регионсене те, чикĕ леш енне те сутаççĕ. Пĕлтĕр кооперативра çĕрулми тирпейлекен, сортлакан çĕнĕ производство линине хута янă.

Карл Маркс ячĕллĕ кооператив председателĕ Валерий Шумилов та район ертÿлĕхне çуракине тухма хатĕррине çирĕплетнĕ. Техника юсавлă. Минераллă удобренисем туяннă. Акмалли паха вăрлăх çителĕклех.

Машинăпа трактор паркĕ çулсерен энергипе ресурс перекетлекен техникăпа пуянланать.

Çурхи ака-суха ĕçĕсене 755 гектар çинче туса ирттермелле, çав шутра тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем 530 гектара çити сарăлĕç.

Район администрацийĕн ертÿçи тата ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Карл Маркс ячĕллĕ кооперативăн выльăх-чĕрлĕх фермисене те çитсе курнă. Пĕтĕмĕшле илсен, район ертÿлĕхĕ ĕçлĕ çул-çÿревпе кăмăллă юлнă. Аграрисен тилхеписене тытса пыракансем яваплă тапхăра лайăх хатĕрленнине палăртнă, çĕр ĕçченĕсене çуракине кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттерме суннă.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика