Хисепре, тĕслĕхре

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.04.2021, 09:21 Просмотров: 390

Çур ĕмĕр юратупа килĕшÿре пурăнса ирттернĕ мăшăрсем пурин хисепне тивĕçлĕ.

Хăмăшри Ираида Михайловнапа Геннадий Николаевич Семеновсен çемйин çирĕплĕхĕ те çакăн пек пысăк тапхăрпа тĕрĕсленнĕ, вăхăт иртнĕçемĕн тĕрекленсе кăна пынă. Нумаях пулмасть вĕсем сумлă датăна кĕтсе илнĕ, Семеновсен – ылтăн туй. Савăнăçлă сăлтавпа вĕсене йышлă ачисемпе, мăнукĕсемпе пĕрлех Калинино ял поселенийĕн пуçлăхĕ Алина Константинова та кăмăлтан саламланă. Ку тăрăхри чи хисеплĕ çемьесенчен пĕрне вăрăм кун-çул, ăна малалла та алла-аллăн тытăнса, пĕр-пĕрне пулăшса утса тухма суннă. «Сирĕн кил-çуртăр яланах паянхи пек хăтлă, çывăх çыннăрсен юратăвĕпе ăшă пултăр», – тенĕ вăл.

Ачи-пăчи, чăн та, пулăшусăр-тимлĕхсĕр хăвармасть ĕнтĕ ашшĕ-амăшне. Хăйсене çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă юратнă çыннисене ăшăлăхпа çавăрса илнĕ. Кулленех пулăшса асăрхасах тăраççĕ. Çичĕ хĕрпе тăватă ывăла кун çути панă вĕт Ираида Михайловнапа Геннадий Николаевич. Халĕ, ватлăхра, 18 мăнукĕпе 2 кĕçĕн мăнукĕшĕн çав тери хĕпĕртеççĕ. Ачисем Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕпленсе ĕçлесе пурăнаççĕ% Пермь тăрăхĕнче, Киров облаçĕнче, Шупашкарта... – кам ăçта. Юбилярсем вара хальхи вăхăтра Николай ывăлĕн çемйипе килĕшÿллĕ пурăнаççĕ. Мăнукĕсене ÿстерсе воспитани пама пулăшаççĕ.

Семеновсем питĕ тăрăшуллă, мухтавлă ĕçĕпе ял-йышра ят-сум çĕнсе илнĕ мăшăр. Геннадий Николаевич виçĕ çул енне Украинăра хĕсметре тăнă хыççăн 43 çул «Броневик» колхозра механикра улшăнми вăй хунă. Ираида Михайловна та дояркăра тимлесе яланах ырă ятра пулнă. 11 ача çуратнă хĕрарăмăн ĕç стажĕ те – 32 çул. Алăра пепке пулсан та декретра вăрах ларман-çке ун чухне. Пĕчĕккисене хунямăшĕ утьăкка сиктернĕ. /серехпе аслисем кĕçĕннисене пăхнă.

11 ачана ура çине тăратма çăмăл килмен, паллах. Апла пулин те шăпах ачисемпе мăнукĕсем пысăк пуянлăх, чăн телей, теççĕ юбилярсем.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика