Хатĕрлĕхе тĕрĕсленĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.04.2021, 09:56 Просмотров: 360

Республика ку эрнере Пĕтĕм Раççейри анлă командăпа штаб вĕренĕвĕсене хутшăнчĕ.

Ун йĕркипе иртнĕ мероприятисен тĕллевĕ – ейĕве хăрушсăр кăларса ярассипе тата ял-хуласене, экономика тата социаллă объектсене çутçанталăк пушарĕсенчен хÿтĕлессипе çыхăннă самантсене тĕрĕслесси.

Районта вĕренÿсем пуçланни çинчен ытларикун ирхине-ирех 6 сехетре пĕлтернĕ. Администрацире вырăнти ертÿлĕх, чрезвычайлă лару-тăрусене асăрхаттарассипе тимлекен комисси членĕсем васкавлăн пухăннă. Вĕренÿсен планĕ тăрăх, çак кунтан уйрăм хатĕрлĕх йĕркине кĕртнĕ. Администраци пуçлăхĕ Андрей          Тихонов Чăваш ен РСЧС-ĕн Вăрнарти звеновĕ умне ейÿ тата пушар тĕлĕшĕнчен хăрушă тапхăрта кирек мĕнле инкеклĕ лару-тăрăва пĕтерме сыхă пулма задача лартнă.

Иккĕмĕшпе виççĕмĕш тапхăрсем – вырăнти тренировкăсем. Малтанхи тĕрĕслев Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче иртнĕ. Ун задачисем шутĕнче районти ейÿ шайне тишкересси, ку вĕренÿ учрежденийĕнче вырнаçнă вăхăтлăх пункт çынсене йышăнма хатĕррине хакласси пулнă. Условнăй инкекре район службисем хăйсен тивĕçĕсене мĕнле пурнăçланине МЧС-ăн республикăри Тĕп управленийĕн, республикăри ГКЧС-ăн представителĕсем сăнанă.  

Калининăра кĕçнерникун йĕркеленĕ тренировка вара çутçанталăка пула тухнă чрезвычайлă лару-тăру (уйрăммăн илсен – пушар) пулăмĕсене сирессипе çыхăннă.

«Хăрушлăх тухнă» территорисенчен çынсене эвакуацилемелли йĕркене пăхăннине, вырăнти шкулта вырнаçнă вăхăтлăх пункт хатĕрлĕхне район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов, ятарлă программăсен пайĕн пуçлăхĕ Федор Тимофеев, 27-мĕш пушарпа çăлав чаçĕн пуçлăхĕ Владимир Афиногентов тĕрĕсленĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика