Планран ирттерсе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.06.2021, 16:40 Просмотров: 1291

Район аграрийĕсенче тырпул акса пĕтернĕ. Ĕç планне 103 процент тултарнă. Çапла вара, тĕш тырăсем 13457 гектар йышăнаççĕ, çав шутра çурхи тулă – 4213 гектар, урпа – 7537, сĕлĕ – 356 гектар.

Хуратул уйĕ 60 гектара çити сарăлса выртать. Çак культурăна «Луч» агрофирмăра акса хăварнă.

Районĕпе илсен, пăрçа уйĕ 417 гектара тăсăлать, çав шутра «Санары» агрофирмăн – 110 гектар, «Агрохмелĕн» – 90, «Луч» кооперативăн – 75, Карл Маркс ячĕллĕ предприятин – 60, Алексей Фадеев фермер хуçалăхĕн – 10 гектар. Çĕрпелсем пăрçана 7 гектар акнă. Иртнĕ çул çак ял хуçалăх культури районта 307 гектар пулнă. Кăçалхи ĕç кăтартăвĕ пысăкрах.

Аграрисем пĕр çул ÿсекен пăрçа йышши культурăна – викăна та – акнă. Унăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ – 474 гектар. Вика уйĕ паха вăрлăх ĕрчетессипе тимлекен «Санары» агрофирмăра 265 гектар, «Лучра» – 135, Карл Маркс ячĕллĕ кооперативра – 40, Андрей Петров фермер хуçалăхĕнче – 34 гектар. Ял хуçалăх организацийĕсенче горчица 643 гектар, çуллă çарăк – 464, выльăх апачĕлĕх кукуруза – 1192 гектар.

Калас пулать, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн уйĕнче кăна тĕшĕлĕх кукуруза акнă. Унăн лаптăкĕ 400 гектар.

Соя тата йĕтĕн акма кăмăл тунă хуçалăх та пур. Вăл – «Санары» агрофирма. Хăшпĕр хуçалăхсенче çĕрулми лартса пĕтереймен-ха. Паянхи кун тĕлне ĕçе 92 процент пурнăçланă.

Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче тата «Янгорчино» кооперативра нумай çул ÿсекен курăксене çулма тухнă.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика