Эрехрен ыррине ан кĕт

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.01.2018, 08:59 Просмотров: 382

Ÿсĕрле тунă преступленисем пĕлтĕр виçĕмçулхинчен 17,5 процент сахалланнă пулин те, вĕсен пайĕ пĕтĕмĕшле хисепре пурпĕрех пысăк. Кашни иккĕмĕш преступлени тенĕ пекех (41,4 процент) хаяр шĕвексемпе минренĕ çынсен айăпĕпе пулнă.

Ку ушкăнри киревсĕр ĕçсене асăрхаттарас тĕллевпе Раççей Шалти ĕçсен министерствин «Вурнарский» пайĕн сотрудникĕсем алкоголь продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшне чарассипе çулталăкĕпех тĕрĕслевсемпе рейдсем ирттернĕ. Икĕ районпа алкоголь суту-илĕвĕнче йĕркене пăхăнман 1101 тĕслĕхе тупса палăртнă, хамăр районта – 701. Хăрушсăрлăха тивĕçтермен, сывлăхшăн сиенлĕ продукцие сарнипе те Вăрнар районĕнче 8 преступление учета илнĕ.

Профилактика йĕркипех обществăлла вырăнсенчен, урамсенчен ÿсĕрсене илсе тухассипе кунсеренех ĕçленĕ. Шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем 22 сехетрен пуçласа каçхине эрех-сăра сутакан заведенисенчи обществăлла лару-тăрăва та тĕрĕслевре тытаççĕ.

Преступленисен асăрхаттарăвĕнче витĕмлĕ усă куракан мел – административлă айăплав. 2017 çулта административлă правăна пăснă 2199 тĕслĕхе регистрациленĕ, хамăр районта – 1441. Çавăн пекех районта административлă штрафсене тÿлессинчен пăрăннăшăн 100, вак-тĕвек хулиганла ĕçсемшĕн 136 протокол çырнă. 152 çын тĕлĕшпе административлă арест йышăннă.

Ирина ЯКОВЛЕВА. 

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика