Юратнă шкулăн кăçал юбилей

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.09.2021, 10:14 Просмотров: 226

Эпĕ виççĕмĕш класра вĕренетĕп. Пирĕн шкул икĕ хутлă. Пĕрремĕш хутра кĕçĕн класс ачисем вĕренеççĕ. Пире питĕ кăмăллă вĕрентекенсем ăс параççĕ.

Кунтах столовăй вырнаçнă. Унта тутлă апат çитереççĕ. Шкулта библиотека, спортзал пур. Шкул пахчинче питĕ нумай улмуççи ÿсет. Картишне хитре чечексем илем кĕртеççĕ.

Пире кашни кун шкул автобусĕ турттарать. Ирпе пырса илет, уроксем хыççăн каялла леçсе хăварать.

Кăçал шкул 130 çул тултарать. Кунтан пĕлÿ пухса нумай ăслă, пултаруллă çынсем вĕренсе тухнă.

Эпĕ хамăн шкула питĕ юрататăп, унпа мухтанатăп. Малалла та тăрăшса вĕренетĕп.  

Ксения Малова, 3-мĕш класс.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика