Пĕрлĕхре – вăй, туслăхра – çитĕнÿ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.09.2021, 10:22 Просмотров: 249

Эпир, 7-мĕш класра вĕренекенсем, питĕ туслă. Ушкăнра пурĕ – 18 ача. Пирĕн класс Афганистан паттăрĕн, Владимир Михайлов пограничникăн, ячĕпе хисепленет. Çамрăк пограничниксем вĕренÿре те, спортра та – пур çĕрте те маттур пулма тăрăшаççĕ.

Районта иртекен тĕрлĕ слетсене, йыхравланă уявсене тухса çÿретпĕр. Пирĕн пограничниксен костюмĕсем те пур. Вĕсене Люда Никифорова пурин валли те ятарласа çĕлеме вăхăт тупрĕ. Ун аллисем чăннипех ылтăн. Атте-аннесем яланах хавхалантарса тăраççĕ, сĕнÿ-канаш параççĕ. Вĕрентекенсем ăмăртусене хутшăнма хатĕрлеççĕ.

Районти пограничниксен, ытти çар пĕрлешĕвĕсен хастарĕсен Андрей Николаевăн, Юрий Никифоровăн пулăшăвĕ, вĕсен сĕнÿ-канашĕ те пире малта пыма хистет. Слетсене, ăмăртусене тивĕçлĕ хутшăнма пĕрмаях ăсталăха туптатпăр. Стройпа утма, командир хушăвĕсене тĕрĕс пурнăçлама хăнăхатпăр. Автомата вăхăтпа сÿтсе пуçтарасси те çăмăлах мар – ку пĕлĕве те вĕренетпĕр, вăй-хал упражненисене те пурнăçлама пиçĕхмелле, пĕрремĕш пулăшу кÿме те хăнăхса пыратпăр. «Пĕрлĕхре – вăй! Туслăхра – çитĕнÿ! Вĕренÿре – пирĕн пуласлăх! Спортра – сывлăх!» – тетпĕр.

Настя СЕМЕНОВА,

7-мĕш класс.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика