Ача йышлă – çемье туслă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.09.2021, 10:25 Просмотров: 272

Кĕрхи кунсем çитнĕ май çумăр тăтăшах пĕрĕхтерет. Хĕвел йăл-йăл кулса ярсанах урамра иртен-çÿрене ытларах асăрхама пулать. Ватăсем кăна мар, этемлĕхĕн черченкĕ çуррийĕ те хăйĕн тĕпренчĕкĕсемпе хĕвел ăшшине тухма кăмăллать.

– Уçăлса çÿрени сывлăхшăн усăллă, ачасем те ирĕкре хаваслăрах, – терĕ Вăрнарта пурăнакан Марина Туйкина. – Вĕсен савăк кăмăлне курсан эпир те, амăшĕсем, хĕпĕртетпĕр. Уçă сывлăшра ыйхă та тутлăрах.

Çамрăк хĕрарăм Раççей Перекет банкĕн районти уйрăмĕнче тăрăшать. Мăшăрĕпе виçĕ хĕр çитĕнтерет. Чи кĕçĕнни çулталăка та çитеймен-ха. Турă ирĕкĕ пулсан Марина Туйкина савнă мăшăрĕпе çемье йышне тата ÿстерме ĕмĕтленет.

– Нумай ачаллă пулни – телей. Çирĕп çемье – пысăк пуянлăх, – калаçăва хутшăнчĕ унăн тусĕ те Ольга Герасимова. – Кил-çуртра юратупа савăнăç хуçалансан, ача-пăчан хаваслă   кулли янăрасан этем çут тĕнчене ахаль килмен.

Çамрăк хĕрарăм – виçĕ ача амăшĕ. Асли – пиллĕкре, вăтамми – виççĕре, кĕçĕнни – иккĕре. Ольга Герасимова Рункăра çуралнă. Ялта çитĕннĕрен пĕчĕкренех ĕçре пиçĕхнĕ. Вăхăт çитсен Тур çырни те алăк умне килнĕ. Çемье çавăрнă.

– Виççĕри ывăл ашшĕне, виççĕри хĕрача амăшне пулăштăр, тенĕ ваттисем. Эпир те мăшăрăмпа яланах çакна асра тытатпăр, – терĕ Ольга Герасимова.

Çамрăк хĕрарăмсем çине пăхатăн та – вĕсен сăн-пичĕ савăнăçпа çуталнине асăрхатăн. «Ача йышлă – çемье туслă», – çирĕплетрĕç Марина Туйкинапа Ольга Герасимова.

Вĕсемпе пĕрле уçăлма тухнă çамрăк хĕрарăмсем те пысăк çемье пирки ĕмĕтленеççĕ иккен. «Тĕслĕх илме аякка каяс çук, – сăмах хушрĕ хăюллăраххи. – Эпир те демографи лару-тăрăвне лайăхлатма тăрăшăпăр».

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика