Раççейри слет умĕн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.09.2021, 10:29 Просмотров: 279

Сентябрĕн 21-мĕшĕ – Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн пĕрлехи кунĕ. Паллă датăна халалласа Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче çамрăк çул-йĕр инспекторĕсем хутшăннипе анлă мероприяти иртнĕ.

Республикăри чи маттур команда – Аçăмçырми шкулĕнче вĕренекенсен «Сигнал» ушкăнĕ – те, паллах, тĕп участниксен йышĕнче пулнă унта.

Çамрăк инспекторсене Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев саламланă. Шкул ачисен пĕрлĕхĕсене, «Пĕрле çул-йĕр хăрушсăрлăхĕшĕн» проектра хастарлăх кăтартакансене, олимпиадăсен çĕнтерÿçисене тав сăмахĕсем каланă.

– Хамăр енчен эпир ачасем çул-йĕр хăрушсăрлăхĕ тĕлĕшĕпе тарăнрах пĕлÿ, хăнăхусем илччĕр, çĕнĕ лабораторисем, хальхи сервиссемпе хатĕрсем уçăлччăр тесе май килнине пĕтĕмпех тăвăпăр, – шантарнă регион ертÿçи. Автомобилизаци аталаннă вăхăтра ачасене инкексенчен сыхласа хăварассипе ытларах тимлемеллине асăрхаттарнă вăл.

Çамрăк инспекторсен республикăри фестивалĕн çĕнтерÿçи – Аçăмçырми шкулĕн «Сигнал» команди – Олег Николаевран ятарлă сертификата тивĕçнĕ. Вăл пирĕн районти вĕренекенсем Пĕтĕм Раççейри слета хутшăнассине ĕнентерет. Ăмăрту октябрĕн 5–25-мĕшĕсенче Краснодар крайĕнчи «Орленок» ача-пăча центрĕнче иртĕ.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика