Республикăра – 1-мĕш!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.09.2021, 10:33 Просмотров: 257

Чăваш енри чи маттур халăх дружинникĕ Вăрнар районĕнчен. Çакă республика шайĕнчи çивĕч ăмăртура палăрнă. Вăл – ял хуçалăх техникумĕн хастар вĕрентекенĕ, районти паллă спортсменсенчен пĕри Галина Павлова. Нумаях пулмасть-ха пирĕн ентеш районти дружинниксем хушшинче чи лайăххин ятне çĕнсе илнĕччĕ. Халĕ, ак, республикăра – пĕрремĕш!

Аса илтеретпĕр, ку конкурс, обществăлла йĕркелĕхе тивĕçтерессине активлă хутшăнакан халăх дружинникĕсене хавхалантарас тесе, Чăваш енри Юстици ĕçĕсен патшалăх служби тата Шалти ĕçсен министерстви пуçарнипе иртет. Галина Павлован, сăмахран, кăçал тĕрлĕ тĕрĕслевсем витĕр тухса 15 «ĕçтешĕпе» тупăшма тивнĕ. Пурне те хыçа хăварса çĕнтерÿçĕ пулса тăни, чăннипех те, мухтанмалли çитĕнÿ. Мĕншĕн тесен конкурсантсем пурте – пысăк профессионалсем, хăйсен район-хулисен чи лайăх дружинникĕсем.

Çĕнтерÿçĕпе призерсене Чăваш енри Юстици ĕçĕсен патшалăх службин ертÿçин заместителĕ Игорь Михайлов тата Шалти ĕçсен министерствин полици пуçлăхĕн заместителĕ Юрий Митрофанов саламланă, дипломсемпе тата хаклă парнесемпе чысланă.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика