Пулăшу мелĕсем анлăрах

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.10.2021, 14:54 Просмотров: 529

Тăлăх ачасене çурт-йĕрпе тивĕçтермелли программăсем районта та пурнăçланса пыраççĕ. Хÿтлĕхсĕр юлнă çамрăксенчен чылайăшĕн юлашки çулсенче хăйсен кĕтесĕллĕ пулма май килчĕ.

Кăçал вара пулăшу кÿмелли тепĕр мел хушăнчĕ. Вăл – çурт-йĕр туянма паракан ятарлă сертификат. Çĕнĕлĕхе ĕçе кĕртекен саккун проектне кăçалхи май уйăхĕнче ырласа йышăннăччĕ.

Районта сертификатсене пĕрремĕш илнисен ячĕсем паллă ĕнтĕ: Анжелика Васильева, Инна Чайкова тата Анастасия Наумова. Социаллă тÿлев правин документне вĕсене район администрацийĕнче панă. Сертификат телейлĕ хуçисене кăмăла каякан кирек мĕнле çурт е хваттер суйлама, ăна тÿрех харпăрлăха туянма май парать. Пурăнмалли пÿлĕм республика территорийĕнче пулмалла. Çав шутра нумай хваттерлĕ çуртсен строительствине пая кĕрсе хутшăнма та юрать.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов сертификата тивĕçнисене ку савăнăçлă пулăмпа саламланă. Патшалăх пулăшăвĕ пурнăçра ăнăçлăх тата телей кÿтĕр тесе суннă. Пай пуçлăхĕ Анатолий Иванов тата опекăпа попечительство енĕпе тимлекен тĕп специалист Алевтина Ядрицова вара çурт-йĕр сертификачĕпе тĕрĕс мĕнле усă курмаллине тĕплĕн ăнлантарнă. Сăмахран, çурт-хваттер туяннă чух ку социаллă тÿлев çумне харпăр хăй е кредит укçи-тенкине, амăшĕн капиталне те хушма юрать.  

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика