Кирек хăш ЗАГСа суйла

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.11.2021, 09:19 Просмотров: 504

Çитес çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен гражданла тăрăм акчĕсене регистрацилес тĕллевпе кирек хăш ЗАГС органне суйлама юрать.

Патшалăх регистрацийĕ витĕр кăлармалли актсем çаксем: ача çурални, мăшăрланни, уйрăлни, усрава илни, ашшĕлĕхне палăртни, ята улăштарни тата çын вилни çинчен. Пурнăçри ку пулăмсене çирĕплетсе ЗАГС органĕ актсем хатĕрлет, хыççăн патшалăх регистрацине ĕнентерекен свидетельствăсемпе тивĕçтерет.

Хальхи вăхăтра ку ĕçсене пулăм вырăнĕнчи (сăмахран, ача çуралнă вырăнти), çын пурăнакан е акт записĕ упранакан вырăнти ЗАГС пайĕнче пурнăçламалла. Мăшăрланăва кĕме кăна кирек хăш ЗАГС органĕнче юрать. Саккунри çĕнĕлĕхсем вара çак чарусене пăрахăçлаççĕ.

Раççей Юстици министерствин республикăри Управленийĕ ăнлантарнă тăрăх, 2022 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен мĕнпур гражданла тăрăм акчĕ тĕлĕшпе территорие пăхăнман принцип ĕçлет. Ача çуралнине, уйрăлнине, усрава илнине, ята улăштарнине тата çын вилнине гражданин, ăçта пулнине пăхмасăрах, кирек хăш ЗАГС органĕнче те регистрацилеме пултарĕ. Çак çăмăллатнă йĕркепех справкăсемпе тепĕр хутчен свидетельствăсене илме, актсене улшăнусемпе тÿрлетÿсем кĕртме, записьсене çĕнетме тата пăрахăçлама май пулĕ.

Улшăнусем ЗАГС тивĕçтерĕвĕсене илессине ансатлатма пулăшĕç.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика