Канашăн – çĕнĕ ертÿçĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.01.2022, 09:23 Просмотров: 478

Ĕçĕсенчен куратпăр, районти хĕрарăмсен канашĕ этемлĕхĕн черченкĕ çурришĕн чи çивĕч ыйтусене татса пама хутшăнать, вĕсене тĕрлĕ интерессемпе пĕрлештерет.

Районăн обществăлла пурнăçĕнче те питĕ активлă ку пĕрлĕх. Мĕншĕн тесен чăнах та хамăр тăрăхри хастар та мал ĕмĕтлĕ хĕрарăмсем пухăннă ун йышне. Кăçалтан вĕсем çĕнĕ ертÿçĕпе пĕрле пĕлтерĕшлĕ тĕллевсене пурнăçлассипе тимлĕç. Ăна иртнĕ эрнере организацин черетсĕр ларăвĕнче суйласа палăртнă.

Пухăва район администрацийĕн йĕркелÿ, кадрсен тата юридици службин пайĕн пуçлăхĕ Алина Константинова та хутшăннă. Чи малтанах Ирина Алексеева председатель канашăн пĕлтĕрхи ĕç-хĕлне тĕплĕн пĕтĕмлетнĕ. Вăл, тĕпрен илсен, хĕрарăмсен интересĕсене хÿтĕлес тата çемьесене упрас, тĕрлĕ сăлтавпа ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасене хÿтлĕх парас тĕллевсемпе çыхăннă пулнă. Район пурнăçĕнче кăна мар, республикăри юхăмра та активлăхпа палăрнă. Ирина Олеговна хăй ертÿçĕ полномочийĕсене пурнăçлама пăрахнине пĕлтернĕ.

Хĕрарăмсен канашĕн председательне сĕннĕ çĕнĕ кандидатура пирки вара никамăн та иккĕленÿ пулман. Ăна пурте пĕр шухăшлăн сасăласа çирĕплетнĕ. Вăл – пултаруллă тата районти ят-сумлă хĕрарăм-ертÿçĕсенчен пĕри, Вăрнарти социаллă тивĕçтерÿсен центрĕн директорĕ Людмила Васильева.

Вăл хăйне пысăк шанăç кÿнĕшĕн тав тунă, малашне те ыркăмăллăх, хÿтлĕх енĕпе, ытти ыйтусемпе районшăн пĕрле усăллă вăй хума чĕнсе каланă.

Ирина ЯКОВЛЕВА.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика