Тивĕçлипе – лауреатсен йышне

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 22.03.2022, 16:20 Просмотров: 503

DSC 0008

Район хаçачĕн çывăх юлташĕ, вулакансене 50 çул ытла хă-йĕн очеркĕсемпе, историлле мате-риалĕсемпе савăнтаракан Григорий Скворцов шăматкун 80 çул тултарчĕ. «Çĕнтерÿ çулĕн» ред-коллегийĕ юбилейпе ăна Анатолий Емельянов ячĕллĕ премин лауреачĕн ятне пама йышăнчĕ.

«Çĕнтерÿ çулĕн» тĕп редакторĕ Светлана Чикмякова, Елена Порфирьевапа Ирина Яковлева редакторсем юбиляр патĕнче пулчĕç. Григорий Константиновича лауреат дипломĕпе тата парнепе савăнтарчĕç, нумай çул хаçатăн улшăнми тусĕ пулнăшăн тав турĕç, вăрăм кун-çул сунчĕç.

Григорий Скворцов – Анатолий Емельяновăн ентешĕ, пĕр ялта, Мăньял Хапăсра, çуралса ÿснĕ. Район хаçачĕпе кÿршĕлле пурăннă Григорий Семенов (Григорий Григ) тĕслĕхĕпе туслашнă. Г.Скворцов та хаçата çырса пăхнă. Унăн «Кружоксем ĕçре» информацине хаваспах пичетленĕ. Çакă Григорий Константиновича малашне çырма хавхалантарнă, вăл ĕçялкорĕсен ретне тăнă.

Шкултан вĕренсе тухсан пĕр тапхăр колхозра ĕçленĕ, ял Советĕнче счетовод-кассир пулнă. Ялти драмкружок, комсомол организацийĕн ĕçне хутшăннă, Вăрнар ВЛКСМ райкомĕн инструкторĕнче тăрăшнă.

Университетра диплом илнĕ хыççăн районти Вăрманкасри вăтам шкулта тимлеме пуçланă. Çулталăкран хаçат ĕçне куçма май килнĕ, пĕр вăхăтрах радиоорганизаторта ĕçленĕ. Тĕрлĕ çулсенче Шĕнер Ишекри, Пăртасри вăтам шкулсенче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Вăхăчĕ çапла пулнăран, виçĕ çул Инçет Хĕвелтухăçĕнче пулă консервисем кăларакан ишекен заводра вăй хунă. Аякри çĕртен таврăнсан хăй пĕлÿ илнĕ Хапăсри вăтам шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литературине тата тăван ен культурине вĕрентме тытăннă, хаçат-журналсемпе çыхăну тытнă.

Пĕлĕвне тăтăш тарăнлатнă вăл% Мускаври ют чĕлхесен аслă курсĕнче нимĕç чĕлхине куçăмсăр майпа вĕреннĕ. Ун хыççăн Шупашкарти вĕрентÿ институтĕнче педагог-психолог специальноçне алла илнĕ.

Тăван ен историйĕ те хытах кăсăклантарнă ăна, тĕпчевлĕ статьясем «Çĕнтерÿ çулĕнче» унчченхи çулсенче тăтăшах пичетленсе пыратчĕç.

Кĕнекесем те калăпларĕ вăл. Пĕрремĕшне – «Мăньял Хапăс çăлкуçĕсене» – Ирина хĕрĕпе кăларчĕç. Уншăн Григорий Скворцова Чăваш халăх академикĕ ятне панă. Çавăн пекех юбиляр «Вăрçă. Паттăрсен йĕрĕпе», «Хапăс шкулĕ» кĕнекесен авторĕ те.

Григорий Константиновича сумлă юбилей ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов та саламланă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика