Ноябрĕн 19-мĕшĕ – артиллеристсен тата ракетчиксен кунĕ. Шăпах çак кун, 1942 çулта, Сталинград патĕнче совет артиллерисчĕсем тупăсемпе нимĕç фашисчĕсен позицийĕсене кĕтмен çĕртен вăйлă пеме пуçланă. Çакăн хыççăн вара пирĕн çарсем тапăнса вăрçма тытăннă. «Уран» ятлă ăнăçлă операци пуçланнă.
Тăшмансем пирĕн хăватлă артиллеринчен çав тери хытă хăранă. Çавăнпа та ун чух: «Артиллери – вăрçă Турри», – тесе ахальтен каламан ĕнтĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче артиллери çарĕнче паттăр çапăçнă ентешсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри – Андрей Егорович Егоров. Вăл 1915 çулта Кивçурт Енĕшре çуралнă. Шкулта 4 класс пĕтерсен ялти колхозра ĕçлеме пуçăннă, ăста тимĕрçĕ пулнă. 1939 çулта Хĕрлĕ Çар ретне кайма ят тухнă.
1941 çулта вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенчех çамрăк артиллерист Карели фронтĕнче 821-мĕш артполк ретĕнче нимĕçсемпе шурă финсене хирĕç çапăçăва кĕнĕ.
Андрей Егоров фронтра хăйне шанса панă артиллери хĕçпăшалĕсемпе тĕллевлĕ усă курма пĕлнĕ, ăна яланах юсавлă тытса тăнă. Çапăçусенче хăюллă пулни çинчен награда хучĕсенче вуласа пĕлме пулать. Акă пĕрин çинче çапла çырнă: «1944 çулхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче финсен икĕ роти пирĕн 8-мĕш батарейăн артиллери хĕçпăшалĕсем вырнаçнă позицине тапăннă. Кĕçĕн сержант А.Е.Егоров тăхтаса тăмасăрах хăйĕн автоматне илсе тăшмансене хирĕç пеме пуçланă, финсен атакине пÿлсе лартнă. Çак çапăçура вăл 8 шурă фина (белофины) тĕп тунă. Хĕçпăшал наводчикĕ амансан вара Андрей Егоров ун вырăнне хăвăрттăн тăрса «тÿрĕ наводкăпа» тупăпа пеме тытăннă, финсем каялла тарма пуçланă.
1944 çулхи çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче Егоров юханшыв урлă каçнă чух хăюлăх кăтартнă. Наводчик пулнă май, хĕçпăшалпа тĕл персе финсен атакине чарса лартнă, тăшманăн 15 салтакне тата пулеметне тĕп тунă. Правительство наградине – «Хĕрлĕ Çăлтăр» ордена – илме тивĕç», – тенĕ полк командирĕ Букреев подполковник.
Кĕçĕн сержант А.Е.Егоров малалла 2-мĕш Белорусси фронтĕнче пулнă. Польша тата Германи çĕрĕсем çинче тăшмана хирĕç кĕрешнĕ. 1945 çулхи пуш уйăхĕнче пĕр çапăçура йывăр аманнă, госпитальте сипленнĕ.
Фронтра паттăрлăх кăтартнăшăн вăл 3 степень Мухтав орденне, «Германие çĕнтернĕшĕн» тата икĕ хутчен «Çапăçура палăрнăшăн» медальсене тивĕçнĕ.
Çĕнтерÿпе тăван яла таврăнсассăн 1951 çулта хăйĕн çемйипе Волонтер ялне пурăнма куçса кайнă. Андрей Егорович та, мăшăрĕ Дарья Егоровна та Мичурин ячĕпе хисепленекен колхозра тăрăшса ĕçленĕшĕн наградăсем илме пултарнă, пилĕк ывăл çитĕнтерсе ура çине тăратнă.
Дарья Егоровна вăрçă вăхăтĕнче ырми-канми вăй хунăшăн «1941–1945 çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хастар ĕçленĕшĕн» медале тивĕçнĕ. Хусан хÿтĕлев сооруженине çĕклеме хутшăннă, вăрмансем касма çÿренĕ. Ялта дояркăра 70 çула çитичченех ĕçленĕ.
Вăрçă ветеранĕ Андрей Егорович Егоров 1991 çулта пирĕнтен уйрăлса кайрĕ. Унăн ырă ячĕ яланлăхах асра. Архиври сăнÿкерчĕксем тăван ялти музейра ĕмĕрлĕхех упранĕç.
Вячеслав АЛЕКСЕЕВ.
Ноябрь 2024 |