Икĕ пенси илме май пур

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.09.2025, 10:57 Просмотров: 15

Августăн 11-мĕшĕнчен Владимир Путин ал пуснă федераллă саккун вăя кĕнĕ. Вăл çĕршыв хÿтĕлевçисене - ятарлă çар операцийĕн участникĕсене - пенсипе тивĕçтерессине улшăнусем кĕртет.

Унпа килĕшÿллĕн СВО-на хутшăнса инвалидноç илнĕ çар çыннисемпе хăйсен ирĕкĕпе кайнисен харăсах икĕ патшалăх пенсине илме право пур. Пĕри вăл - инвалидноçпе паракан çар пенсийĕ. Унăн виçи инвалидноç ушкăнĕнчен, çарти служба стажĕнчен тата ытти факторсенчен килет. Иккĕмĕшĕ - Социаллă фонд тивĕçтерекен ватлăхпа паракан страхлав пенсийĕ ?пĕтĕм требованисене тивĕçтерсен: пенси çулне çитсен, страхлав стажĕ тата харпăр хăй пенси коэффициенчĕ çителĕклĕ пулсан%.

Чылай пенси тĕсĕпе заявлени памасăрах, патшалăх реестрĕнчи даннăйсем тăрăх тивĕçтереççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика