Çĕнĕ вĕренÿ çулне - çĕнĕлĕхсемпе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.09.2025, 10:30 Просмотров: 16

Ĕнер ачасемшĕн тата вĕрентекенсемшĕн яваплă тапхăр пуçланчĕ. Вăрнар округĕпе парттăсем хушшине 3075 ача ларчĕ. Пĕлÿ кунĕнче 258 хĕрачапа арçын ачашăн шăнкăрав пĕрремĕш хут янăрарĕ.

Кăçалхи вĕренÿ çулĕ çĕнĕлĕхсемпе уйрăлса тăрать. Раççей Çутĕç министерствин йышăнăвĕпе вăл май уйăхĕн 26-мĕшĕччен тăсăлĕ. Каникулсем яланхиллех кĕркунне, хĕлле тата çуркунне пулĕç. 1-мĕш класс ачисем валли февральте хушма кану кунĕсем пулĕç.

Пĕлтерĕшлĕ çĕнĕлĕхсенчен пĕри - шкул предмечĕсене вĕрентессипе пĕрлĕхлĕ стандарта ĕçе кĕртни. Çутĕç министерстви вĕренÿ эрнисен типлă шаблонĕсене хатĕрленĕ. Вĕренÿ учрежденийĕсем вĕсенчен хăйсене кирлĕ расписание суйласа илме пултараççĕ.

Тĕплĕнрех хаçатра.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика