Августăн 25-мĕшĕнче Вăрнарти «Çеçпĕл» ача сачĕ 45 çул тултарчĕ.
1976 çулхи февральте Вăрнар районĕн ĕçтăвкомĕ поселокра черетлĕ ача сачĕ хăпартма йышăннă. 1977 çулхи октябрь уйăхĕнче «Сельхозтехника» пĕрлешĕве ясли-садăн проектне хатĕрлеме задани панă. Стройка валли 140 вырăнлă типлă проекта тĕпе илнĕ. Пулас ача сачĕн вырăнне суйланă: Тракторнăй тăкăрлăкпа Мичурин урамĕсем хушшинчи пушă хирте. 1980 çулта икĕ хутлă çурта, хуçалăх хуралтисене, верандăсене туса пĕтернĕ, тĕмсем лартса тухнă, вылямалли площадкăсене уйăрнă. Стройка ĕçĕсенче хастар вăй хунă студентсен отрячĕн ячĕпе садике «Çеçпĕл» ят панă. Сотрудниксене ĕçе илсен август уйăхĕнче çĕнĕ ача сачĕ «Сельхозтехика» ĕçченĕсен тата поселокри ачасене хапăл туса йышăннă.
Тĕплĕнрех хаçатра.
Оксана СЕМЕНОВА
Сентябрь 2025 |