Çуллахи илĕртÿллĕ проект

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.09.2025, 10:58 Просмотров: 16

Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Яркое лето Чувашии» проект вĕçленчĕ. Вăл республикăри 2650 яхăн культура, спорт тата кану мероприятийĕсене пĕрлештернĕ. Вĕсене 800 пин ытла çын хутшăннă.

Мĕнпур мероприяти пирки çынсем ЯРКОЕЛЕТО.ЧУВАШИЯ.РФ онлайн-портал урлă пĕлме тата вĕсене çитсе курма пултарчĕç. Çулла вĕçленчĕ пулин те вăл республикăра иртекен пулăмсен афиши вырăнне тăрса юлчĕ. Çывăх вăхăтра ун функционалĕ анлăланĕ, порталта экскурсисем, гастрономи, маршрутсем тата интереслĕ пулăмсем тĕлĕшпе уйрăм разделсем пулĕç, культура мероприятийĕсене онлайн мелпе билетсем туянма май туса парĕç.

Вăрнар муниципаллă округĕнче те Олег Николаевăн проекчĕ анлă иртрĕ. Планпа палăртнă 29 мероприятие 7671 çын хутшăннă, интернет-ресурссенче вĕсене 18 пин ытла çын пăхма пултарнă. «Яркое лето Чувашии» проект йĕркипе пирĕн тăрăхра конкурссем, концертсем, информаци сехечĕсем, мастер-классем, ял кунĕсем, спорт вăййисем тата ытти те иртнĕ. Библиотекăсемпе клубсем çуллахи тапхăрта чи илĕртекен вырăнсем пулса тăнă.

- Хамăрăн культура чĕррĕн тата активлă аталанса пынишĕн, çынсен ун патне кăсăклăх пысăк пулнишĕн чĕререн савăнатăп. «Яркое лето Чувашии» проект кăтартăвĕсемпе кăмăллă. Шансах тăратăп: ку - пуçламăшĕ кăна,- палăртнă Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика