Пурнăçра мĕн чи лайăххи, чи çутти пур - çавă пĕтĕмпех учительсемпе çыхăннă. Вĕсене эпир нихăçан та манмастпăр. Пысăк пурнăçа путевка паракансене ĕмĕр тăршшĕпех ыр сăмахпа аса илетпĕр. Çамрăк ăрăва тарăн пĕлÿ тата тивĕçлĕ воспитани парас тесе чун-чĕререн тăрăшакан учительсене таймапуç. Педагогика ĕçĕнче ырми-канми тимленĕ вĕрентекенсем те хисепрех. Вĕсенчен пĕри - поселокра пурăнакан Галина Романовна Иванова. Паян унăн юбилей.
Галина Романовна кун-çул сукмакне такăрлатма пуçланăранпа 90 çул çитрĕ. Вăл хăйĕн пурнăçне ачасене халалланă, Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта çитĕнекен ăрăва паха пĕлÿ парас тесе чылай çул тăрăшнă. Сумлă юбилее тăванĕсемпе, çывăх çыннисемпе пĕрле кĕтсе илет. Аслă ĕçтешĕ пирки Вера Михайловна Гурьева нумай ырă сăмах каларĕ.
Тĕплĕнрех хаçатра.
Елена ПОРФИРЬЕВА
Сентябрь 2025 |