Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Лариса Тарасова граждансен çăмăллăхлă категорийĕсене эмелсемпе тивĕçтерес ыйтупа тухса калаçнă.
Федераци бюджетĕнчен уйăрнă укçа кăна - 777 миллион тенке яхăн. Вăл паллиативлă пулăшу кирлисем валли, гепатитпа, сахăр диабечĕпе, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе кĕрешме каять. Çурла уйăхĕн 7-мĕшĕ тĕлне 440 пин çыннăн ыйтăвне татса панă, пĕр рецептăн çын пуçне уйăхра тивекен вăтам хакĕ 3,5 пин тенкĕпе танлашнă.
Тÿлевсĕр эмелсемпе тивĕçтерме уйăрнă укçа тата пысăкрах - 1,5 миллиард тенке яхăн. Министр çăмăллăхсене тÿлевпе улăштарнисем нумайланнине каланă. Федераци çăмăллăхçисен шучĕ 108 пин çынран та иртет. Вĕсен çурринчен ытларах йышĕ эмелсене «натурăпа» илме хирĕçленĕ - укçа илсе тăраççĕ.
Препаратсене централизациленĕ майпа туянни укçа-тенке перекетлеме май парать. Лариса Владимировна тепĕр саманта та палăртнă: эмелсене пĕр регионтан теприне куçарни пысăк усă кÿрет. Вăл е ку регионта кирлĕ пулман эмелсем кунта тÿлевсĕрех килеççĕ. Министр çывăх вăхăтра çак майпа тата 16 миллион тенкĕлĕх эмелсем çитмеллине пĕлтернĕ.
Август 2026 |
