Пĕрле - тĕплĕ юсав ĕçĕсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.08.2026, 13:36 Просмотров: 10

Ялта пурăнакансемшĕн клуб обществăлла пур-нăç центрĕ шутланать. Кунта ял çыннисем концертсемпе спектакльсем курма килнисĕр пуçне пăшăрхантаракан ыйтусене сÿтсе явма пуçтарăнаççĕ, влаç представителĕсемпе пухусем ирттереççĕ.

Çамрăксемшĕн клуб яланах пушă вăхăта пĕрле ирттермелли вырăн пулнă. Юлашки çулсенче вара культура çурчĕсем хăйсен алăкĕсене волонтерсем валли яр уçрĕç. Вĕсем Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсем валли маскировка сеткисем хатĕрлеççĕ, чăлха-нуски çыхаççĕ, окоп çуртисем шăратаççĕ. Клуб - культура вучахĕ çеç мар, ял чунĕ тесен те йăнăш пулмасть.

Кăçал ноябрь уйăхĕнче Çĕньял Нурăсри ял клубне уçнăранпа 65 çул çитет. 120 çын вырнаçмалăх çурта «Правда» колхоз укçи-тенкипе хăпартса лартнă. Хăй вăхăтĕнче кунта пурнăç кĕрлесе-вĕресе тăнă. Колхозри пĕтĕм пухусене клубра ирттернĕ, çулталăк вĕçленсен ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Сцена çинче производствăра малта пыракансене чысланă, малашнехи плансене палăртнă. Калининăри шкулти учительсем вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсемпе ялти клубра тĕл пулса калаçнă, ачисен çитĕнĕвĕсене, хăйсем мĕнле тытнине сÿтсе явнă. Сцена çинчен куракансене К.Иванов ячĕллĕ Чăваш драма театрĕн паллă артисчĕсем - Ефим Никитин, Вера Кузьмина, Виктор Родионов тата ыт. те хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Николай ЕФИМОВ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика