Хальхи вăхăтра социаллă сетьсем пулсан та хаçат пĕлтерĕшĕ чакманни савăнтарать. Акă «Çĕнтерÿ çулĕн» хастар вулаканĕсем редакцине çырусем çыраççĕ, хăйсен пăшăрханăвне-ыратăвне пĕлтереççĕ, пулăшу ыйтаççĕ.
Нумаях пулмасть поселокра пурăнакан П.Ивановăран каллех çыру илтĕмĕр. Автор хурав кĕтсе илейменнишĕн пăшăрханатăп, тесе пĕлтерет. П. Иванова çырнă тăрăх, пĕр статйи «Хурав кĕтетпĕр» ятпа «Çĕнтерÿ çулĕнче» пичетленсе тухнă-ха. Унта вăл поселокри Карл Маркс урамĕпе утакансене чие йывăççисем, сирень тĕммисем питех те чăрмантарнине, вĕсен тураттисем куçа-пуçа шăтарасран çынсем асăрханса иртнине, нумай çынна пăшăрхантаракан ыйту çине хурав хаçат урлă пĕлес килнине пĕлтернĕччĕ. Анчах та ун шухăшĕпе вăл хурав кĕтсе илеймен имĕш тата çул çине усăнакан туратсене касса тирпейлесси пирки нимĕнле утăм та туман.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Хаçат редакцийĕ
Август 2026 |
